АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район кунĕ хăш ял поселенийĕнче иртĕ;

03 ноября 2010 г.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Район кунне ирттересси йăлана кĕчĕ. Çитес çул ăна районта тăваттăмĕш хут йĕркелеççĕ. Маларах вăл Первомайски, Турхан, Нăрваш Шăхаль ял поселенийĕсенче иртнĕччĕ.

Район кунне вырăнсенче ирттернин тĕп тĕллевĕ – ял поселенийĕсенчи ялсен обществăлла инфратытăмне лайăхлатасси, архитектура сăн-сăпатне улăштарасси, урамсене тирпей-илем кĕртесси. Чăваш Республикин Президенчĕн 2001 çулхи çу уйăхĕн 21-мĕшĕнчи “Чăваш Республикинче обществăлла инфратытăма малалла аталантарасси çинчен” указне тĕпе хурса çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Р.Селиванов 2011 çулта хăш ял поселенинче Район кунне уявлас пирки конкурс йĕркелеме йышăну кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн ял поселенийĕсем хушшинче конкурс ирттермелли положение, конкурс комиссийĕн йышне, çĕнтерÿçĕ ял поселенине хавхалантармалли майсене çирĕплетнĕ.

Конкурс комиссийĕн председателĕ–район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан Р.Селиванов.

Хальхи вăхăтра ял поселенийĕсен конкурс комиссине кирлĕ хутсене пахалăхлă тăратас енĕпе çине тăмалла. Вĕсене райадминистрацин виççĕмĕш пÿлĕмĕнче чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Ыйтса пĕлмелли телефон:61-5-81

(Хамăр корр).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика