03 ноября 2010 г.
Чикарккă, наркомани сиенĕ пирки нумай çыраççĕ, калаçаççĕ пулин те çав-çавах унпа туслă çынсем сахал мар. Статистика çирĕплетнĕ тăрăх арçынсен 60, хĕр арăмсен 20 проценчĕ пирус туртать. Çак кунсенче Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти 11 “б” класра вĕренекенсем чикарккă, наркомани сиенĕ пирки математика шутлавĕпе кирлĕ пĕтĕмлетÿ тунă. Э.Салихова класс ертÿçи çитĕнекен организма наркотиксем мĕнле витĕм кÿнине диаграммăпа, таблицăпа, графикпа ăнлантарса панине итлесе ларма та кăмăллă пулнă, асра та юлнă.