03 ноября 2010 г.
Вĕренекен ачасен класс тулашĕнчи ĕçĕ аван пытăр тесе тăрăшаççĕ Шăнкăртамри иккĕмĕш вăтам шкулта. Пĕрлехи мероприятисем сахал мар ирттереççĕ. Кĕрхи балах илер. Вĕренекенсем килĕсенче пахча çимĕçрен салатсем, çăнăхран çимеллисем пĕçерсе хатĕрлерĕç. Тепĕр кун вара вĕсене сутрĕç. Кĕçĕнреххисем хапăлласах туянчĕç. Пухăннă укçа-тенкĕ те вырăнлă усă курăнать.
Уявра стена хаçачĕсен конкурсĕ те пулчĕ. Ĕçсене кăçал ачасем урăхла хатĕрленĕ. “Ура çинчи” хаçатсемпе паллашма кăмăллă пулчĕ.
Киле панă тепĕр ĕç вара– кĕрхи юмах хатĕрлесси. Сцена пурин валли те пĕрешкел:çурт, кĕвенте, витресем унта. Тавçăрулăх кирлех. Пуçа ĕçлеттермесĕр шÿтлĕ, ĕçе вĕрентекен, кĕр пуянлăхне кăтартакан сценка лартаймастăн-çке.
Каçхине вара дискотекăра савăнчĕç ачасем.
Шкулта иккĕмĕш класран “Радуга” организацие йышăнаççĕ. Вĕренекенсене çакă та пысăк чыс. Кĕçĕннисем вара хăйсене аслăраххисемпе танах тытма тăрăшаççĕ.
Президент суйлаççĕ. Кашни класран тивĕçлĕ кандидатурăсене сĕнеççĕ унта. Сасăласа ертсе пыракана палăртаççĕ. Палатăна каллех тăрăшуллисем кĕреççĕ. Кам вĕренÿшĕн, кам культура мероприятийĕшĕн, кам спорт ĕçĕ-хĕлĕшĕн яваплă пулать унта. Вунпĕрмĕшсен экзаменсене хатĕрленмелле. Çавăнпа та кĕçĕнреххисене суйлаççĕ яваплă ĕçсене пурнăçлама. Аслисем вара вĕсен ĕçне тишкерекеннисем пулаççĕ.
Çулленех шкулта “ Алло, эпир талант шыратпăр” конкурс иртет. Чи лайăх ташă, юрă ăстисене палăртаççĕ унта. Асăннă мероприятие аслисем те хутшăнма пултараççĕ. Кам ашшĕпе е амăшĕпе, кам пиччĕшĕпе е аппăшĕпе хăйĕн ăсталăхне кăтартма пултарать. Кÿршĕпе сцена çине тухакан та пур. Çĕнтерÿçĕсем парнесене тивĕçеççĕ. Ял поселенийĕн администрацийĕ, “Булат” пĕрлешÿ ертÿçи тата ыттисем те спонсорла пулăшу пама хирĕçлемеççĕ.
Шкул хыççăнхи вăхăта мĕнле ирттернине те тимлет педагогика коллективĕ. Кашни шăматкунах графикпа килĕшÿллĕн каçхи дежурствăна тухаççĕ вĕсем. Пĕтĕмлетĕве линейкăра тăваççĕ. Çакă та çул çитмен ачасем йĕркене пăсас çул çине тăрассинчен усă кÿретех. Çавăнпа та шкулта “йывăр” ачасем е районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекцийĕнче шутра тăраканнисем çук. Шанăç телефонĕ ĕçлени, анкета ыйтăвĕсене хуравлаттарни те йĕрке туса тăма пулăшатех.
А. АСТРАХАНЦЕВА.