10 ноября 2010 г.
Маттур та пултаруллă, сатур та сăпайлă çынсемпе калаçма яланах кăмăллă. Вĕсенчен вĕренмелли, пĕлмелли те пайтах. Пирĕн тăрăхра та ун йышшисем пурри, уйрăмах çамрăксен хушшинче тĕл пулни, мана питĕ савăнтарать, районшăн, ыттисемшĕн тăрăшни пуçа каçăртма хавхалану парать.
Манăн калас сăмах шăпах çавăн пек хастар та кашнинпех чĕвĕл чĕкеç чĕлхипе пуплекен районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕ Екатерина Ивановна Самаркина (ÿкерчĕкре) пирки. Хĕр Сител ялĕнчи Игнатьевсен йышлă çемйинче 1986 çулта кун çути курнă. Ашшĕ-амăшĕ ăна кĕçĕнни тесе пуçĕнчен шăлман, аслисемпе пĕрлех ĕçе хутшăнтарнă, пурнăçра яланах туслă пулма вĕрентсе çитĕнтернĕ. Çынсене яланах пулăшма хăнăхтарнă. «Аттен «Ырă çеç ырăпа таврăнать» текен сăмахĕсем халĕ те асрах» ,– тет Катюша ачалăх кунĕсене аса илнĕ май. Халĕ вара хăй те ачисене çак сăмахсене тăтăш калать, çĕр-шыва юрăхлă ывăлсем çитĕнтерме тăрăшать.
Екатерина Ивановна йĕрке хуралĕнче 2003 çултанпа.
– Мĕн ачаран мана милиционерсем кăмăла каятчĕç. Тăтăш вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланаттăм. Хам та ÿссе çитсен çак çул çине тăма ĕмĕтленеттĕм, – тесе пĕлтерет Катюша ку профессие алла илнин сăлтавне палăртса. Хăйĕн пĕрремĕш утăмĕсене Шупашкар районĕн милици уйрăмĕнче тунă вăл .
Мăшăрланнă хыççăн хĕре шăпа тăван тăрăха илсе çитерет. Çапла вара Екатерина Самаркина пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнчен пуçласа районти шалти ĕçсен пайĕнче вăй хурать. Дознаватель тивĕçĕсене тĕплĕн пурнăçласа пырать.
Çамрăк милиционер хăйĕн патне пыракансен ыйтăвне пурне те татса пама тăрăшать. Пурнăçра сиксе тухнă йывăрлăхсенче пулăшма васкать. Ашшĕн сăмахĕсене хăлхаран кăлармасăр çынсене те ырă туса савăнтарма тăрăшать.
Ирина МАМУТКИНА.