10 ноября 2010 г.
Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхне палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ конкурс комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Комисси йышĕнче – район пуçлăхĕ – район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ М. Петров, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем П. Никифоровпа М. Янешев, Чăваш Республикин “Республикăри капиталлă строительство управленийĕ” Патшалăх унитарлă предприяти ертÿçи Э. Аблякимов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем В. Теллинăпа В. Ермолаев, районти пенсионерсен совечĕн председателĕ Г. Чинахова, районти профсоюз совечĕн координаци ертÿçи Л. Кузнецова, “Батыревский МТС” уçă акционерлă пĕрле-шĕвĕн директор ĕçне пурнăçлакан Л. Пыркин.
Лару конкурс комиссийĕн председателĕ пулма Э. Аблякимова, унăн çумне М. Петрова, секретарьне Л. Кузнецовăна суйланă. (Хамăр корр).