10 ноября 2010 г.
Кĕркуннен юлашки уйăхне кĕрсен çĕр çыннине чысласси йăлана кĕчĕ. Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче йĕркеленĕ кăçалхи уява ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен делегацийĕсем, хăйсен пурнăçне çĕрпе çыхăнтарса мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен çак отрасльте тăрăшнă ветерансем, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, предприяти-организаци ертÿçисемпе чĕннĕ хăнасем пуçтарăнчĕç. Сĕтелĕмĕр çăкăр-тăвартан ан татăлтăр тесе тăрăшакансене сумлă лару-тăрура район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Р. Селиванов, Чăваш Республикин Ял хуçалăх министрĕн çумĕ Л. Николаев, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пай пуçлăхĕ М. Калмыков çăмăл мар ĕçре çи-тĕнÿсем сунчĕç, çĕр çыннишĕн иртсе пынă черетлĕ çулталăка пĕтĕмлетрĕç.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи хуçалăхсем çурхи кун çулталăк тăрантарать тенине тĕпе хурса тăрăшрĕç. 19 пин ытла гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, 6445 гектар çĕр улми, пахча çимĕç, кăшман, сухан севок, нумай çул ÿсекен курăксем тата ытти те акса-лартса хăварчĕç.
Вăрлăхсем те начарах марччĕ (25 проценчĕ элита пулнă). Шел, çулпа çул пĕр килмест. Çунтаракан шăрăх, çăвĕпе те çĕре лÿшкентермелĕх нÿр ÿкменни шăтса тухнă культурăсене çатăрах чарса тăратрĕç: районĕпе 20 пин ытла гектар çинчи тыр-пул малалла ешереймерĕ...
Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен тухăçĕ гектар пуçне 15,8 центнер, çĕр улми 64,7 центнер, пахча çимĕç 300 центнер çеç тухайрĕ. Çанталăка вăрçнипе нимех те улăштараймăн. Кирек мĕнле лару-тăрăва та хатĕр пулмалла. Акă, Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕ 15 гектар çинчи хунавсене шăварса тăчĕ, вĕсене пĕтме памарĕ. “Исток» çĕр ĕç фирми те çак ырă пулăма пурнăçа кĕртме мехел çитерчĕ. Сахăр кăшманĕн уйĕнче “çумăр çутарни” уссине кÿчех: тухăç 400 центнер ытла (гектар пуçне).
Ял хуçалăхĕнче пысăк отрасль вăл – выльăх-чĕрлĕх. Вĕсене пăхса çитĕнтернĕ çĕрте 300 ытла çын вăй хурать. Кăçал пĕр выльăх пуçне 19,6 центнер апат единици хатĕрленĕ. Районти обществăлла секторта тăхăр уйăхра 617 тонна аш-какай тата 5105 тонна сĕт туса илнĕ. Уйрăмах çак ĕçре Ленин ячĕллĕ, “Исток”, “Звезда”, “Труд”, “Красное Знамя”, “Первомайск”, “Батыревский”, “Малалла” хуçалăхсене ырăпа асăнмалла.
Вĕлле хурчĕ тытакансем йышланни те савăнтарать. “Красное Знамя” хуçалăх ăратлă хуртсем сутассипе те тимлет. Сăмах май каласан, çак ĕçе Чăваш Енĕпе те сăкăтсем çеç йĕркелеме пултарнă.
Çуллен пысăк пахалăхпа ĕçлес тесен техника паркне 10 процентран кая мар çĕнетмелле, укçа çине куçарсан çак кăтарту 80 млн. тенке яхăн пулать. Анчах паянхи куна 20 млн. тенкĕ çеç тăкакланă...
Чăнах та кĕрхисене 7 пин ытла гектар акса хăварни, 16 пине яхăн гектар кĕрхи çĕртме туни, çур акине хатĕрленсе çителĕклĕ вăрлăх янтăлани малашлăхра шанчăк çуратать.
Уяв, паллах, парнесемпе пуян. Хальхинче те йăлана пăсмарĕç. Ĕçсене пĕтĕмлетнĕ май тăрăшуллисене Хисеп хучĕсемпе, хаклă парнесемпе чысларĕç.
А. ИВАНОВ.