АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çитмен ачасем преступлени ан туччăр

10 ноября 2010 г.

Ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ачи мĕн пĕчĕкрен тĕрĕс çул çине тăрса ÿстĕр тесе тăрăшать. Анчах пурнăçра яланах эпир шутланă пек пулмасть. Çул çитмен ача тĕрлĕ сăлтавпа преступлени туни вара пурне те пăшăрхантарать. Кăçалхи тăхăр уйăхра çул çитмен ачасем 12 преступлени тунă. Вĕсенчен ытларах пайĕ ют пурлăха вăрланипе çыхăннă.

Асăннă тапхăрта ачисене тивĕçлĕ воспитани паманшăн тăхăр ашшĕ-амăшне административлă майпа айăпланă. Ку тĕлĕшпе пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан кăтарту икĕ хут лайăхланнă.

Районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекцийĕ вĕрентÿ пайĕпе тачă çыхăнса ĕçлет, час-часах пĕрлехи рейдсем йĕркелет.

Çул çитмен ачасене яланах тимлĕх уйăрас, вĕсем пушă чухне вăхăта тĕлли-паллисĕр ан ирттерччĕр, каçхине палăртнă вăхăтран ытлашши çапкаланса ан çÿреччĕр тесе профилактика субъекчĕсемпе тĕрлĕрен операципе акци йĕркелетпĕр. Нумай пулмасть çеç “Çул çитмен ача”,”Çемье”, “Милици тата ачасем”, “Шанчăк” операцисем иртрĕç.

Л.КОМИССАРОВА,

райшалĕçпайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекци

начальникĕн ĕçĕсене

туса пыраканĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика