АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп Тĕллев – обществăлла йĕркелĕхе сыхласси

10 ноября 2010 г.

Районти шалти ĕçсен пайĕн обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн тĕп тĕллевĕ– преступлени тăвакансемпе профилактика ирттересси, вĕсене тупса пайăрлатасси, обществăлла йĕркелĕхпе тăнăçлăха сыхласси. Кăçалхи тăхăр уйăхра обществăлла хăрушсăрлăх милици енĕпе 139 преступление шута илнĕ. Вĕсенчен 96 процентне уçса панă.

Районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудни-кĕсем тăтăшах профилактика ĕçне йĕркеленĕрен кăçал обществăлла вырăнта преступлени тăвасси чакнă. Пĕлтĕрхи çак вăхăтра çакнашкал 21 тĕслĕх пулнă, кăçал–17 тĕслĕх. Çав вăхăтрах ÿсĕрле иккĕмĕш хут преступлени тăвасси ÿснĕ .

Районти милици сотрудникĕсем Чăваш Республикин административлă йĕркене пăсни çинчен калакан саккунне çирĕп пăхăнса ĕçлеççĕ. Унпа килĕшÿллĕн кăçалхи тăхăр уйăхра хăйсем пурăнакан вырăна тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă 109, спирт тытăмлă шĕвек сутнипе 20, çемьери харкашупа çыхăннă 122 протокол çырнă, вĕсене саккунпа айăпланă.

Милици ĕçĕнче участокри уполномоченнăйсем преступленисене уçса парас, административлă право йĕркине пăхăнманнисене тупса палăртас, халăхпа тĕрлĕрен профилактика ĕçĕ ирттерес, вырăнта тăнăç пурнăçа тытса тăрас тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак службăна В.Киргизов ертсе пырать. Хăйсен ĕçне чун-чĕререн пурнăçласа пыракан участковăйсенчен В.Никитина, М.Кудряшова, А.Салмина палăртмалла. Вĕсем халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлеççĕ, вырăнсенчи халăх хушшинче пысăк хисепре. Хăнăхса пыракан çамрăк сотрудниксенчен уйрăмах Е.Самарина дознавателе палăртса хăвармалла. Хăйĕн ĕçне яланах тĕплĕ те тирпейлĕ пурнăçлать вăл.

Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕнче юлашки çулсенче йыш чылай çĕнелчĕ. Çăмăл мар служба ĕçĕнче пуян опыт пухнисенчен чăн малтанах С.Горшковпа А.Быков инспекторсене асăнмалла. Çамрăккисенчен В.Смирновпа А.Кошкин хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Шăмăршă районĕнчи шалти ĕçсен пайĕнчен пирĕн пата куçнă Н.Тарасов милици лейтенанчĕн хисепĕ те пысăк.

И.КИРГИЗОВ,

районти шалти ĕçсен пайĕн

обществăлла хăрушсăрлăх

милицийĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика