АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иккĕмĕш вулавпа йышăнчĕç

13 ноября 2010 г.

Чăваш Республикин тăваттăмăш суйлаври Патшалăх Канашĕн вăтăр иккĕ-мĕш сессийĕ иккĕмĕш тапхăрпа ĕçлерĕ. Хальхинче вăл юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче пĕрремĕш вулавпа йышăннă “Чăваш Республикин 2011 çулхи тата планпа пăхнă 2012 тата 2013 çулсенчи тапхăрти республика бюджечĕ çинчен” саккун проектне малалла тишкерчĕ.

Асăннă проектпа паллаштарнă чухне Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ–финанс министрĕ Николай Смирнов ăна Чăваш Республикин 2011-2013 çулсенчи бюджет политикин тĕп çул-йĕрĕ тата республикăн 2020 çулчченхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн стратегийĕн никĕсĕ çинче йĕркеленине палăртрĕ.

2011 çулта бюджет калăпăшĕ 22 млрд та 484,5 млн тенкĕпе танлашĕ.

Чăваш Республикин бюджечĕн 2012 тата 2013 çулсенчи кăтартăвĕсем те пĕчĕк мар.

Бюджет саккунĕн проекчĕшĕн 39 депутатран 33-шĕ сасăларĕ. Сесси ĕçне хутшăннă Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев депутатсене тĕрĕс йышăнушăн тав турĕ. “Ку саккун маншăн кăна мар, республикăшăн та пысăк пĕл-терĕшлĕ. Кризис тапхăрĕн япăх витĕмне çĕнтерсе малашлăха никĕс хывмалли бюджет, шанăç бюджечĕ тесех каланă пулăттăм халĕ çеç эсир йышăннă бюджета”,– терĕ Михаил Васильевич.

Çавăн пекех депутатсем иккĕмĕш вулавпа Чăваш Республикин медицина страхованийĕн территори фончĕн 2011 çулхи тата планпа пăхнă 2012 тата 2013 çулсенчи тапхăрти бюджетне çирĕплетрĕç.

Ю. СТЕПАНОВ.

(“Хыпар”)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика