13 ноября 2010 г.
Республика пуçлăхĕн сайтĕнче Чăваш Ен Президенчĕн интерактив кун кĕнеки ĕçлеме пуçланă. Унта Михаил Игнатьевăн республикăри тата тĕнчери пулăмсемпе çыхăннă хаклавĕсем, пурнăç пĕлтерĕшне, тĕп ыйтусене палăртакан шухăшсем, сăнанисем пичетленĕç.
Халĕ унта 8 пай, вĕсене çĕнетсе тăрĕç. Чăваш Ен Президенчĕн интерактив кун кĕнекин страницисенче кашниех хăйĕн комментарийĕсене, хаклавне, шухăшĕсене палăртма пултарать.
(Хамăр корр).