13 ноября 2010 г.
Агропромышленность комплексĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунĕ ячĕпе çаксем райадминистрацин Хисеп грамотине тивĕçнĕ:
Нина Федоровна Мишина – “Красное Знамя” ял хуçалăх производство кооперативĕн сысна пăхаканĕ;
Фаина Васильевна Романова – “Хастар” ял хуçалăх производство кооперативĕн бухгалтерĕ;
Николай Евгеньевич Петров – “Хастар” ял хуçалăх производство кооперативĕн механизаторĕ;
Мунир Небиуллович Ибетов – “Агрофирма “Жизнь” тулли мар яваплă пĕрлешÿ механизаторĕ;
Николай Иванович Камышов – “Сидели” тулли мар яваплă пĕрлешÿ газоэлектросварщикĕ;
Геннадий Ильич Лаврентьев – “Красное Знамя” ял хуçалăх производство кооперативĕн механизаторĕ;
Лидия Николаевна Маркова – “Ленин ячĕллĕ” акционерсен уçă пĕрлешĕвĕн тĕп бухгалтерĕ;
Искендер Шефигуллович Хакимов – “Дуслык” ял хуçалăх производство кооперативĕн механизаторĕ;
Вера Ананьевна Шугурова – “Агрофирма “Булинская” тулли мар яваплă пĕрлешÿ завсклачĕ;
Петр Иванович Мартышкин – “Звезда” ял хуçалăх производство кооперативĕнчи выльăх-чĕрлĕх фермисен механикĕ;
Владимир Иванович Семетов – “Труд” ял хуçалăх производство кооперативĕн водителĕ;
Владимир Владимирович Мартышкин – Е. М. Мартышкин хресчен-фермер хуçалăхĕн производство заведующийĕ;
Антонина Федоровна Жирнова – “Первомайск” ял хуçалăх производство кооперативĕн доярки;
Вера Ивановна Шадирякова – “Батыревская ИПС” муниципаллă предприятин кайăк-кĕшĕк пăхаканĕ;
Мария Селивестровна Ялукова – “Плодопитомник “Батыревский” акционерсен уçă пĕрлешĕвĕн кассирĕ, кадрсен пайĕн инспекторĕ;
Галина Николаевна Полякова – “Плодопитомник “Батыревский” акционерсен уçă пĕрлешĕвĕн поварĕ;
Николай Федорович Раков – “Батыревский” акционерсен хупă пĕрлешĕвĕн механизаторĕ.
х х х
Агропромышленность комплексĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата 50 çул тултарнă ятпа çаксем райадминистрацин Хисеп грамотине тивĕçнĕ:
Светлана Анатольевна Лепешкина – Сăкăтри вăтам шкулти повар;
Борис Федорович Белов – “Батыревская МТС” акционерсен уçă пĕрлешĕвĕн механикĕ.
х х х
Районти вĕрентÿ системинче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата 60 çул тултарнă ятпа Турханти вăтам шкул учительне Петр Васильевич Андреева райадминистрацин Хисеп грамотипе наградăланă.
х х х
Районти электроçыхăну отраслĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата 50 çул тултарнă ятпа Чăваш Республикинчи Волга Телеком филиалĕн Канашри районсем хушшинчи телекоммуникаци пайĕн Патăрьелĕнчи çыхăну станци ушкăнĕн аслă электромеханикне Елена Витальевна Николаевăна райадминистрацин Хисеп грамотипе наградăланă.