13 ноября 2010 г.
Первомайскинчи В. Митта ячĕллĕ вăтам шкулта физика учителĕнче, шкул директорĕнче ĕçленĕ Г. Бойкова асăнса шахмат турнирĕ иртнĕ. Геннадий Александрович шашка-шахматпа питĕ интересленнĕ. Шел, пултаруллă ертÿçĕн, ăста педагогăн ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ.
Турнира вĕренекенсем, вĕрентекенсем, ял халăхĕ хутшăннă. Г. Бойков мăшăрĕпе ачисем сумлă парнесем те хатĕрленĕ. Çĕнтерÿçĕсене кĕсье телефонĕсем тивĕçнĕ. Хĕрарăмсенчен малти вырăна шкул директорĕн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ В. Дикина тухнă. Вĕренекенсенчен чи лайăх вылякан ята 9 а класри Родион Кузьмин тивĕçнĕ. Арçынсенчен Н. Романов палăрнă.