13 ноября 2010 г.
Сывлăх мĕн ватăличчен пурăнма кирлĕ. Ăна вара ачаран упрамалла. Юлашки çулсенче тата республикăра кĕркуннепе çуркунне “Çамрăксем-сывă пурнăç йĕркишĕн” акци ирттересси йăлана кĕчĕ. Шăпах çак тапхăр пынă май Первомайски шкулне çитрĕмĕр, унти ĕçсемпе кăсăклантăмăр. 343 ачаллă шкул тăхтавра шавлă ĕнтĕ. Спорт площадкинче те, залра та хĕвĕшет çитĕнекен ăру. Теннис сĕтелĕсен умĕнче те черетленсе тăраççĕ. Кашниех мĕнле те пулин хускану тăвасшăн. 45 минут чĕлхене шĕкĕлчени е математикăпа задачăсем шутлани ывăнтаратех, паллах.
Сывă пурнăç йĕркине тытса пырас тĕллевпе ятарлă уйăхлăх та иртет шкулта. Çакăн чухне класс сехечĕсене шăпах çак тема тавра йĕркелеççĕ. Пиллĕкмĕшсемпе пирус туртнин сиенĕ çинчен калаçнă. Çиччĕмĕшсене кĕсье телефонĕн усси е сиенĕ çинчен ăнлантарнă. Саккăрмĕшсене компьютер вăййи тыткăна илесрен калаçу ирттернĕ. Наркомани, ытти чир-чĕр серепине çакланасран асăрханмалли çинчен сăмах хускатнă. Сиенлĕ çул çине тăнисен ÿкĕнĕçле пурнăçĕ пирки диафильмсем кăтартнă.
Кĕркунне тата çуркунне туристсен слетне ирттересси йăлана кĕнĕ шкулта. Унта пиллĕкмĕш-вунпĕрмĕш классенче вĕренекенсем хутшăнаççĕ. “Кайнсар” тата Пăлапуç Пашьел енчи вăрман уçланкисенче мĕн тĕрлĕ конкурс çеç ирттермеççĕ. Уçă вырăнта апат пĕçерсе çини мĕне тăрать тата. Çĕнтерÿçĕсене призсемпе, Хисеп грамотисемпе хавхалантараççĕ.
Район шайĕнче шкул спарта-киадипе килĕшÿллĕн пыракан пĕр ăмăртуран та юлмаççĕ. Теннисла выляса 5-9-мĕш классенче вĕренекенсен команди иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Аслисем тăваттăмĕш тухнă. «Авангард» хаçатăн кубокне çĕнсе илнĕ хыççăн “Советская Чувашия” хаçат призĕшĕн ирттерекен чупăва тивĕç пулнă.
Ачасене çакнашкал пиçĕхсе ÿсме шкулта тĕрлĕ секци ĕçлени те пулăшать. Волейбол, баскетбол, çăмăл атлетика, йĕлтĕрпе чупма, хоккейла выляма, ирĕклĕ майпа кĕрешме вĕренес енĕпе йĕркеленĕ вĕсене. Секцисене В. Матюшкин, В. Никитин физкультура учителĕсем, Л. Никитин, М.Зейнетдинов тренерсем ертсе пыраççĕ.
Районта, республикăра иртекен ăмăртусене икшер команда тăратма май пур шкулта. Спортпа пиçĕх-нисен йышĕ пысăк. Çакна Еншикре Ф. Краснова призĕсемшĕн çăмăл атлетикăпа ирттернĕ ăмăрту та çирĕплетет. Пĕр тăван Людăпа Руслан Мулгачевсем, М. Такташкина, Н. Кузьмина, А.Прокопьев, А. Верликов ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ. Шкулта спортпа пиçĕхнисем пурнăç çулĕ çине тăрсан та пирус туртассинчен пăрăнаççĕ. Çакă ырă пулăм мар-и-ха;
Тĕллевлĕ çул çÿревсене илсе тухни те сывлăха çирĕплетессипе çыхăннă. Вырăссен паллă поэт-писателĕ А.С.Пушкин утса çÿренĕ вырăнсене те çитнĕ вĕренекенсем. Дивеевăра пулнă.
Шкулпа больница çул урлă çеç вырнаçнă. Çакă та лайăх. Л. Фролова педиатрпа Л.Клементьева терапевт ачасемпе калаçусем ирттерсех тăраççĕ. Сиенлĕ йăласенчен пăрăнмаллине çирĕплетекен бюллетеньсемпе паллашни те çитĕнекен ăрăва шухăша ямалăх пур.
Вĕренме çăмăл мар, чăнах та. Ачасем валли ĕç самаях тиенет. Уроксене хатĕрленнисĕр пуçне олимпиадăсене, конкурссене хутшăнас тесе сахал мар хушма литература пăхмалла. Пĕр-пĕр задачăна шутлайман е сăвва вĕренеймен ача кирек хăш самантра та çав шухăш çине куçса кайма пултарать. Анчах педагогсем ăна сирсе урокра паракан темăна тĕплĕн ăнлантарма тăрăшаççĕ. Ачасем ывăннине сиссен 20-25 минутран физкультминуткăсем тутараççĕ.
Вăхăтра тата тĕрĕс апатланни те сывă та тĕреклĕ ÿссе çитĕнме пулăшатех. Шкулта столовăй ĕçлет. Унта вĕри апат хатĕрлеççĕ. Ытти çулсенче купăста, кишĕр, сухан шкул çумĕнчи лаптăкрах сахал мар çитĕнтернĕ. Кăçал та çук темелле мар. Çĕрулми “Первомайск” хуçалăхран туяннă. Тĕрлĕ пăтăпа салатсем туса менюна пуянлатма пултараççех поварсем. Пÿртлĕре панулми те çитĕннĕ. Унран компот вĕретеççĕ. Чей, кисель ĕçме те хирĕç мар ачасем.
Йышлă ача хушшинче тĕрли пур. Пурте кăтартуллă теейместĕн. Пурнăçра кирек хăш ача та йăнăш ан тутăр тесе тимлеççĕ педагогсем. Лайăххисенчен тĕслĕх илме сĕнеççĕ.
А. АСТРАХАНЦЕВА.