АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » МАЛ ĕМĕТЛĕ ХĕРАРĂМ

13 ноября 2010 г.

Кашни çын тепринчен хăйĕн пултарулăхĕпе уйрăлса тăрать. Пĕри шăпчăк евĕр юрлать, тепри ура хуçса ташлать. Виççĕмĕшĕ çут тĕнчене «Пушкин» пулса çуралать. Сител ялĕнчи Нина Васильевна Соколовăн та чунтан юратнă ĕçĕ пур. Вăл тухья– хушпу ăсталама кăмăллать. Çак туртăм унăн ачалăх çулĕсенчех тĕвĕленнĕ. Илемлĕ чăваш çи-пуçлĕ хĕрсене курмассерен Нинăн та капăр тум тăхăнса пăхас килнĕ. Вăл çак хитрелĕхе çĕлеме пултарнă çынсенчен «епле-ха пĕчĕк çеç япаласенчен кун евĕр тупра тăваççĕ» тесе тĕлĕннĕ.

Ÿссе çитĕнсен хĕр хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлама пултарнах. Пăлапуç–Пашьел лавккинче вăй хунă чух ăна Надиш ятлă ăстаçă патне кайса килме сĕннĕ. «Те вăхăт тупăнманран е вăтаннăран ун патне кайса кураймарăм. Хамах вара кукамайăн тухья «виллинчен» туса пăхма шут тытрăм»,- тет калаçăва тăснă май Нина аппа. Çапла вара вăл 1988 çулта пуçласа чăваш хĕрĕсен капăр калпакне ăсталанă. Пĕрремĕш тухйи теприсем евĕр йăлтăртатмасть пулсан та ăстаçăн чунне çывăх. Унран вăл ыттисене тума вĕреннĕ, эрешĕсене хитрелетме хăнăхнă. Халĕ Нина аппан туприсене пăхатăн та пĕр куç илми сăнатăн: кашни тĕрри, кашни ÿкерчĕкĕ, вĕтĕ шăрçасемпе тимĕр укçасенчен (вĕсене ăстаçă ятарласа пухать, унтан çутаттарма парать) калăпланнăскерсем , пĕр тикĕссĕн çĕленеççĕ, куçа ылтăн евĕр илĕртеççĕ.

Хитре япала пурин кăмăлне те каять. Унăн ĕçĕсемпе те кăсăкланакансем пайтах. Кашни çулах Первомайски ял поселенийĕ ăна тĕрлĕ уява йыхравлать. Акатуйсенче яланах ăстаçă тăван тăрăхĕн чысне хÿтĕлет. Районти ал ăстисен конкурсĕсене хутшăнса самай малти вырăнсем çĕнсе илме пултарнă вăл. Укçа-тенкĕлле туянас кăмăллисем те пур иккен. Еншик ял хорне çÿрекенсен ыйтăвне татса пама вăй çитернĕ вăл. Вĕсене сакăр тухьяпа тивĕçтернĕ. Пĕтĕмĕшле илес пулсан паянхи куна Нина аппа утмăла яхăн тухья, хушпу, масмак, тевет, мăй çыххисем туса çынсене савăнтарма пултарнă.

Талантлă çын пур енлĕ те пултару-ллă тенĕ. Çак сăмахсем пирĕн ăстаçăна та пырса тивеççĕ. Вăл чăваш калпакĕсене çĕленисĕр пуçне питĕ хитре, эреветлĕ тĕрлет. Юрлама та юратать. Хăй вăхă-тĕнче ялти культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ хора та пур кăмăлтан çÿренĕ Нина аппа. Çынна ырă тума тăрăшакан хĕр арăм нихăш çĕрте те ÿркенсе тăмасть. Мăшăрĕпе ачисем те ăнланаççĕ, пултарнă таран пулăшма тăрăшаççĕ.

Мал ĕмĕтпе пурăнать ăстаçă. «Хĕрсемпе мăнуксене хамран асăнмалăх тухья е хушпу çĕлесе парас кăмăл пур. Çакна ку хĕл пурнăçа кĕртесшĕн»,- пĕлтерчĕ вăл. Çапла, тĕллев пулсан çын пурăнать, ĕçлет, малалла аталанать.

Ирина МАМУТКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика