13 ноября 2010 г.
«Телей вăрттăнлăхĕн рецепчĕпе чун-чĕрине уçса паллаштарчĕ мана ентешĕм, Нăрваш Шăхалĕнчи культура çуртĕнче илемлĕх ертÿçинче тăрăшакан Светлана Анатольевна Фролова. Телейлĕ пулма ĕмĕтленекенсене хаваспах ăна сĕнетĕп. Пĕрремĕшĕ: хăвăра ăш сăмах каланă, çăкăр панă, ырă суннă çынсен сывлăхĕсем аван пулччăр тесе ир те каç кĕл тăвăр. Икĕмĕшĕ: ял урамĕпе утса пынă чух хирĕç килекенĕн сăнĕ хурлăхлă пулсан, ăна чарса тăратсах ырă пулăмсем çинчен каласа парса савăнăç çулĕ çине илсе тухăр. Виççĕмĕшĕ: хăвăра хисеплекенсем çинчен япăх калаçакана е элек саракана именмесĕр чарса нимĕнрен хăраса тăмасăр вĕсен тасалăхне, чысне, сумлăхне, тĕрĕслĕхне ĕнентерĕр. Тăваттăмĕшĕ: кашни çыннăн чунĕнче ырă тĕшĕ тупса хăвăр чунăрта тулли пучах çитĕнтерĕр.
КАШНИ КУН ТĂВАТĂ ЫРĂ ĕç ТĂВАТĂП...»
Тивĕçлĕ канăва кайма хатĕрленекен Светлана Анатольевнăпа сăмах çăмхине сÿтсе явнă май куç умне ачалăх саманчĕсем кĕтретленсе тухса пычĕç. Ара, вăл мана та шкулта вĕреннĕ чух музыкăна ăнланма тата юратма вĕрентнĕ-çке.
Аслă пĕлÿ илеймен Туççи аппа Светланăна ялан кĕнеке вулаттарнă. Санăн вĕрентекен пулмалла тесе ачаран ун умне тĕллев лартнă. Каярах, чун тĕпренчĕкĕ диплом илсен, “манăн хĕр сар мăйăр çисе, качака сĕчĕ ĕçсе çитĕнчĕ, çавăнпа ăслă пулчĕ” тесе мухтанма та манман. Пуçламăш классенче пĕрремĕш вĕрентекенĕ Лидия Харитоновна Кошкина ачасен хорне йĕркеленĕ, Светланăпа ывăлне Анатолие солистсем пулма шаннă. Музыка пĕлĕвне тарăнрах алла илес шутпах Нăрваш Шăхаль шкулĕнчен Патăрьелĕнчи шкул-интерната куçарнă ăна амăшĕ. Пилĕк çулхи программăна виçĕ çул хушшинче вĕçленĕ вăл. Канашри педагогика училищинчи музыка уйрăмне хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтернĕ хыççăн тăван яла музыка предметне вĕрентме таврăннă. Çак тапхăра эпĕ питĕ лайăх ас тăватăп. 75 арçын ачаран тăракан хор Раççей конкурсĕнче мала тухнăччĕ, ертÿçи вара Хисеп хутне тивĕçрĕ. Уявсенче ялти клубра концертсем лартаттăмăр. Ял халăхĕ клуба кĕпĕрленсе пырса кĕретчĕ, ларма мар, тăма та вырăн çитместчĕ.
Хăйĕн пĕртен-пĕр чи çутă та чи таса юратăвне Светлана Анатольевна тăван ялтах тупрĕ. Амăшĕ Светланăна: арçынсем çине икона çине тинкернĕ пек пăхмалла, ун чух юратупа килĕшÿ çума-çумăн пурăнĕç тесе пĕчĕкрен хăнăхтарнă. Пулас мăшăрĕпе Николайпа вăл пĕр класра вĕреннĕ. Туслăх юратăва куçсан çамрăксем çемье çавăрнă.
- 17 çул çемье пурнăçĕн мĕн пур ырлăхне çеç курса пурăнтăм Николай Петрович Фроловпа. Унран эпĕ нихçан пĕр усал сăмах илтсе курман. Вăл çатан карта çумĕнче ÿсĕрле таянса тăрса çăварта сигарет мăкăрлантарса çемье ятне яман. Тавах ăна. Виçĕ ача ÿстертĕмĕр.
...Пурнăç çулĕ ялан эпир шутласа хунă пек пĕр тикĕс килмест çав. Мăшăрне çухатнă хыççăн Светлана Анатольевна тăван ялтан Шупашкара тухса кайрĕ. “Пурнăç темле силлесен те кукаçипе кукамай çуртне сутса ямарăм, тымара татмарăм. Тăван çурта темле йывăр пулсан та сутмалла мар. Укçа паян пур та, ыран çук. Çурт вара çынна кăвапа пек тăван çĕрпе çыхăнтарса тăрать. Тăван ял-йыш умĕнче хисеплĕ пулма май туса парать”,– шухăшлăн калаçрĕ те калаçрĕ вĕрентекенĕм. Шупашкарти электроаппаратура заводĕнче те вăй хума тивнĕ унăн. Илемлĕх ертÿçи пулса предприятин кашни общежитийĕнчех çамрăксенчен хор йĕркеленĕ, уявсенче сцена çинче юрлаттарнă. Пĕррехинче Кÿкеçри инвалидсен интернатĕнче “Тавах, анне” юрă хыççăн пĕр куç курман ватă хĕрарăм ăна ыталаса илсе пилленĕ: “Хамăн ачамсем мана пăрахрĕç, аннесене хисепленĕшĕн тав, кун-çулу вăрăм пултăр, ачусенчен ĕмĕр-ĕмĕр сăвап кур”. Тĕрĕсех çав. Ватта сума сăвакан хăй те ватлăхра ыр куракан. Чылай çул Светлана Фролова Шупашкарти 117-мĕш “Мерчен” ача-пăча садĕнче пĕчĕк шăпăрлансене чăвашла юрлама вĕрентнĕ. Уйрăмах “Пĕчĕк çеç путене” юрра кăмăлланă хула ачисем. Халĕ акă пурнăçăн тумхахлă та çав-çавах илемлĕ çулĕ ăна тăван яла каялла çавăрса çитернĕ. Юлашки вăхăтра вăл Нăрваш Шăхаль культура çурчĕн илемлĕх ертÿçийĕн тилхепине аллинче çирĕп тытать. “Хулара пурнăç темле çăмăллăхсемпе илĕртет пулсан та тăван ялах чун туртрĕ, тавах Турра каялла тавăрнишĕн. Ялти кашни çурт çинех çумăр çунă пек сывлăх çуса тăтăр!”
Тăван кĕтес çак тĕлĕнмелле интереслĕ хĕрарăмшăн – хамăр алăпа лартнă йывăç çурт, сад пахчинче ÿсекен улмуççисем, чиесем, сливăсем... Светлана Анатольевна пахчинче вăрмантан илсе килсе лартнă йывăçсем те пур иккен. Вăл вĕсемпе ирсерен чунне уçса калаçать. Ара, вĕсенчен лайăхрах чĕрери вăрттăнлăха кам упрайтăр. Йывăçсем çынран тăрăхласа кулмаççĕ, элек сармаççĕ. Чунĕнче тăвăрланса çитсен вара ирĕклĕн сарăлса выртакан уя тухса тăван тавралăхпа сăмахлать. Кăмăлне йÿле ярать. Çывăхри вăрман яла витерсе ăруран ăрăва вăй-хал парса тăрать тесе шутлать. Тен, çавăнпах пулĕ республикăра Нăрваш Шăхалĕнчен тухнă ятлă-сумлă çынсем чылай.
...Сăмах çăмхи сÿтĕлнĕçем ырăпа усал, чăвашлăх ыйтăвĕсем патне те калаçса çитрĕмĕр. “Çын мĕн чухлĕ ырă шухăшлать, çавăн чухлĕ ун пуçĕ çине ырă сăвап çăвать, усал чуна иленсен вара пурнăç каялла каять, чăваш юррине юрлакан, чăваш ташшине ташлакан пур чух чăвашлăх нихăçан та пĕтмест. Анне мана хăй юратăвне парса хăварнишĕн паянхи кун та савăнма пăрахмастăп. Çут хĕвел шевлиллĕ туйăма ачамсене парайрăм. Вĕсем мана хисепленишĕн чун çÿл тÿпере вĕçет. Хама çак çĕр çинчи чи телейлĕ хĕрарăмсен шутне кĕртетĕп”,– терĕ Светлана Анатольевна манпа сыв пуллашнă май. Альбина ЮРАТУ,
ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.