17 ноября 2010 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Р. Селиванов ертсе пынипе райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисен канашлăвĕнче иртнĕ эрнери ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, малашнехи тĕллевсене палăртнă.
Калаçу уйрăмах район тата ял поселенийĕсен бюджечĕсене пурнăçлас, выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарас, Сăкăт шкулне туса пĕтерес, Патăрьелĕнчи ача садне реконструкцилеме пикенес, ял территорийĕсене тирпей-илем кĕртес тавра çивĕч пынă.
Кĕркуннехи каникул вăхăтĕнче ачасем лагерьсенче каннă, экскурсисенче пулнă. Халĕ Пĕтĕм Раççейри предмет олимпиадисен районти этапĕ пикеннĕ. 50 ытла педагог хăйĕн квалификацине ÿстерес тĕллевпе аттестацие хутшăнать. Вĕрентÿ учрежденийĕсем “Çамрăксем–сывă пурнăç йĕркишĕн” акцие хастар хутшăнни те кăмăллă.