АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăйăр, вак чул турттараççĕ

17 ноября 2010 г.

“Калинино-Патăрьел–Елчĕк”–Аслă Чемен–“Шăмăршă-Суйкăн-Алтышево” çула тăвасси малалла пырать. Икĕ района (Патăрьелпе Улатăр) сыпăнтаракан участокра 56 ĕçчен тăрăшать. Паллах, халĕ ĕлĕкхи пек алă вăйĕпе мар, пĕтĕмпех машина пурнăçлать: кунта та 40 единица техника, 39 самосвал.

Çĕр хăпартас ĕçе вĕçленĕ, хăйăрпа вак чул сараççĕ. Сезон пĕтиччен 10 километр тăсăлакан участокра (вăл шутра пирĕн район территорийĕнче 8,8 километр) çак ĕçе пĕтĕмпех пурнăçлама палăртнă. Урăхла каласан, юр кайсан асфальт турттармалли çеç юлĕ.

Улатăра çывăхлатакан çула тунă çĕрте “Чăвашавтодор” акционерсен уçă пĕрлешĕвĕн Çĕмĕрлепе Канаш участокĕсем тата “Шыгырданы” ТПК ĕçченĕсем ĕçлеççĕ.

А. ИЛЬИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика