АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăнкăртамра автозаправка станцийĕ уçăлнă

17 ноября 2010 г.

Халĕччен Юхмапа Пăла тăрăхĕнче автозаправка станцийĕсем Патăрьел, Туçа, Пикшик ял поселенийĕсен территорийĕнче çеç пулнă пулсан, чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче вĕсен шутне Шăнкăртамсем хутшăнчĕç

Вăл республикăри чи пысăк яла–Шăнкăртама–Тикешпе Нăрваш Шăхалĕнчен çитсе кĕнĕ çĕрте вырнаçнă. Аслă Арапуçпе Аслă Чемен таврашĕнче пурăнакансемшĕн питех те чухах. Аслă çултан таçта кĕмелле мар. Нумай топливăллă автозаправкăна Р. Абдулвалеев предприниматель тутарнă. Çавăнтах урапа саплама та, машина çума та пулĕ. Водительсене канса илме пÿлĕм те пур.

Объекта хута яма 10 миллион ытла тенкĕ укçа расхутланă. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи халăхăн çунтармалли-сĕрмелли материалсен ыйтăвне тивĕçтернипе пĕрлех 10 çын валли ĕç вырăнĕ тупăнни те паха.

Çĕнĕ объекта савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Р. Селиванов, “Булат” тулли мар яваплă пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Р. Абдулвалеев, Раççейри Мăсăльмансен тĕн управленийĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ, республикăри Мăсăльмансен тĕн управленийĕн Председателĕ, Раççей Федерацийĕн Общество палатин членĕ Альбир-хазрат Крганов муфти, Шăнкăртам ял поселенийĕн пуçлăхĕ Р. Купкенов тата ыттисем те хутшăннă.

Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн малтанхи 20 автомашинăна 10-шар литр бензин тÿлевсĕр ярса панă.

А. ИВАНОВ..

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика