17 ноября 2010 г.
Республикăри наци библиотекинче Юхма Мишшин “Аслă çул” кĕнеке презентацийĕ иртнĕ. Кунта авторăн икĕ романĕ “Ылтăн ту–тăван кил (Метне хуннсен çар пуçĕ)” тата “Аттил патша (Çын куççÿлĕ çĕре ÿкмест)” кĕнĕ. Вĕсем–“Хур-кайăк çулĕ” историлле романăн виççĕмĕш тата тăваттăмĕш пайĕсем.
Презентацие автор мăшăрĕ Роза Шевлепи, Атнер мăнукĕ, истори наукисен докторĕ Г. Тафаев профессор, педагогика наукисен докторĕ Е. Васильев профессор, чăваш поэтесси Альбина Юрату тата ыттисем те хутшăннă.