20 ноября 2010 г.
“Ырă кÿршĕ тăванран та хаклăрах”,– теççĕ Кĕçĕн Патăрьелĕнче пурăнакансем Л.Скворцова пирки. Ĕмĕрлекен ĕмĕр иккĕ пулманран, пĕр кил-йыш пек туслă пурăннăран, пурри-çуккине çурмалла пайланăран калаççĕ çак сăмахсене. Кÿршĕ-аршăн çапла пулмалла та ĕнтĕ.
Район центрĕнчи тĕп ача садĕнче ĕçлекенсем вара Людмила Владимировнăпа кирек хăш хуйха-суйха пайлама пулнине те çирĕплетеççĕ. Çын çине сăмах кăлармасть вăл. Кирлĕ пулсан ырă канаш парать. Ăшă сăмахпа çыннăн кăмăлне çемçетет.
“Тетя Люся”, “Люся аппа” текеннисем вара шутсăрăн. Вăл пĕçернĕ пăтта, яшкана, кукăле, çăмарта хăпартнине, котлета, бифштекса... çиекеннисем вĕсем. Садикри кухня алăкĕнчен тутлă шăршă тухсанах ирхи, кăнтăрлахи апатпа интересленме тăрăшаççĕ.
Менюна улăштарса тăрассине мала хурать тĕп повар. Пĕрешкел яшка е пăтă кирек кама та йăлăхтарать-çке. Кашăк çăвар патне çитиччен апата куç курать е шăрши сăмсана çурать. Тĕсĕ те, тути те чĕлхе çине хурсан çăтса ямалла пултăр тесе тăрăшать ĕнтĕ. Çавăнпа пĕр хуранта пиçнĕ, ушкăнсене салатнă 120-130 ача кашăкпа тÿрилккерен ăсса илекен яшка кашнийĕнчех тутлă, пĕр-пĕринпе ăмăртмалла çиет ăна çитĕнекен ăру.
Çын мĕн чухлĕ ытларах пурăнать, ĕçлет, çавăн чухлĕ ăсталăх пуçтарать. Малтанхи кунсене кулăшла аса илет халĕ Л. Скворцова. Патăрьелĕнчи шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пуçăннă вăл ĕçе, няньăра тăрăшнă. Хăйĕн те ача ăсĕ кайманран, аслăрах ушкăнрисемпе куç хуппилле, пытанмалла, тармалла е ытти вăйă вылянă. Кулаканнипе кулма, йĕрекеннипе йĕме пултарнă. Садик заведующийĕ вара ăна райпо çумĕнчи поварсене хатĕрлекен курса кайма сĕннĕ. Хирĕçлемен хĕр. Каялла килнĕ çĕре ĕç вырăнĕ те хатĕр. Çавăнтанпа кухньăран тухман Людмила Владимировна. Ялтан та яман ăна. Кунтах качча тухса тĕпленнĕ вăл.
Садикри виççĕмĕш заведующипе ĕçлет Л. Скворцова. Р. Чагирова, М.Федорова тивĕçлĕ канăва тухнăран кунтан кайнă. Н. Туктанован та ĕç стажĕ хушăнсах пырать. Пĕринчен те асăрхаттарса каланине илтмен Людмила Владимировна. Тав çырăвĕсем, Хисеп хучĕсем çителĕклех. Раççей шайĕнчине илни те пур. Тивĕçлĕ канăва тухасси инçех юлман. Ĕç ветеранĕн çăмăллăхĕсемпе тивĕçтерекенни пурришĕн хĕпĕртет хĕрарăм.
Çулĕпе çамрăкки садикра çуках тесен те йăнăшмастăп пулас. Килĕнтешĕ М. Скворцова, Еленăпа Любовь Николаевăсем, Н. Демьянова воспитательницăсем, Г. Тихонова няня, С. Абитова завхоз тата ыттисем те виççĕмĕш теçеткисене вакланă. Вĕри плита умĕнче вара Л. Раськина повар пулăшуçипе тăраççĕ. Кухньăри ытти ĕçсене тума Р. Иванова пулăшать.
–Çынна ĕç кирлĕ. Ĕç чуна пусарать, çунатлантарать, çын хушшине кăларать...-тет Людмила Владимировна.
Килĕнче те алă усса лармасть вăл. Пĕччен пулин те (шел, мăшăрĕ 12 çул каялла çĕре кĕнĕ) ĕне те усрать, пахча çимĕç те çитĕнтерет, хур-кăвакал та йышлă тытать.
–Хирти çĕре пушă вырттараймастăн. Нумай çул ÿсекен курăк акнă. Утă пур. Шултра выльăх пулсан та ĕнене пăрахасшăн мар-ха. Хама йăпанăç. Ир тăрсан та, каç выртас умĕн те ĕç пур. Çулĕсем хушăннăçем ыйхă тарса пырать мар-и;– кăмăллăн калаçать Л. Скворцова.
Ĕçченлĕхĕнчен тĕлĕнмелĕх пурах вара чăнах та. Амăш панă чунĕпе, ашшĕ панă вăйĕпе хĕпĕртет вăл. Аслисен пилне мала хурать. Хăй те хĕрне çаплах вĕрентет. Светлана Васильевна район больницинче ĕçлет. Тăрăна качча тухнă. Владимир Ибетовпа пĕр ача çитĕнтереççĕ. Максим Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн тăххăрмĕш класĕнче вĕренет. Çемьере асли те пур. Кинĕпе хунямăшĕ пĕр чĕлхере, килĕштереççĕ.
Иртеççĕ çулсем, килмеççĕ каялла. Çур ĕмĕре ÿкĕнмеллех пурăнса ирттермен Л. Скворцова. Мăшăрлă пурнăçра пите хĕретмен, хĕрĕ телейсĕр теместĕн. Коллективпа ÿпкелешмелли çук. Ĕç условийĕсем тивĕçтереççĕ. Вĕри шыв пур. Сивĕ шыв кĕрет. Апат пĕçермелли плитасене çĕнетнĕ. Тата мĕн кирлĕ. Юратнă хĕрĕ,кĕрÿшĕ, мăнукĕ çывăхра. Вĕсене савса пурăнасшăн вăл малашлăхра.
А. АСТРАХАНЦЕВА.