АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район администраци пуçлăхĕ–Николай Иванович Глухов

20 ноября 2010 г.

Чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ пулма кăмăл тунисенчен конкурса хутшăнма ыйтса çырнипе пĕрлех документсене йышăнма пăрахнă.

Яваплă должноçшăн икĕ çын кĕрешĕве тухнă. Вĕсен йышĕнче–район пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ Н. Глухов тата райадминистрацин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пай начальникĕ Г. Каллин.

Ĕнер,чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче, конкурс комиссийĕн членĕсем кандидатсемпе уйрăмшар курнăçса калаçнă хыççăн Н. Глухов çĕнтерни çинчен пĕлтернĕ.

Çавăн пекех ĕнерех Патăрьел район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Депутатсем район администраци пуçлăхĕ пулма çирĕплетес тĕлĕшпе ĕçленĕ комисси пĕтĕмлетĕвĕпе палăртнă кандидатшăн–Н.Глуховшăн сасăланă.

Патăрьел район пуçлăхĕ М.Петров район администрацийĕн пуçлăхĕпе Н.Глуховпа контракт çырнă.

А.ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика