20 ноября 2010 г.
Мăсăльман тĕнне пăхăнакансемшĕн чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче пысăк уяв–Курбан–байрам– пуçланчĕ. Çак кун сурăх пусса тĕрлĕ тутлă апат-çимĕç хатĕрлеççĕ, тăвансем пĕрле пухăнаççĕ. Ытларах чухне тĕп киле пуçтарăнма тăрăшаççĕ.
Тутар Сăкăтĕнче пурăнакансемшĕн те ку уяв чи паллисенчен пĕри, ăна яланах тивĕçлĕ шайра ирттереççĕ. Кăçал 48-мĕш мехеллере (христиансем прихут теççĕ) çак кун 190 сурăх-курбан чÿкленĕ: А.Валиуллов килĕнче–8, М.Козлов патĕнче–6, 3-4 выльăх пусакан та нумай пулнă. Тĕрлĕ хуларан, ялтан килнĕ тăванĕсем те тĕп килтех мăсăльмансен йăли-йĕркипе çÿлти хуçана хисеплесе сурăхпа чÿк тунă.