20 ноября 2010 г.
Республикăра хаçат-журнал çырăнтарас ĕç хальхи вăхăтра малалла пырать. Çак тапхăрта почтальонсемпе тĕл пулса “Авангард” хаçата та çырăнмалли пирки манас марччĕ. Таврари ялсен хыпарĕсене, пĕрле ĕçлекенсен çитĕнĕвĕсене, паллакансен савăнăç-хуйхине район хаçачĕ урлă çеç пĕлме май пур. Çитменнине хакĕ те пысăк мар: 171 тенкĕ те 78 пус. Ĕçке-çике кайнă чух ку укçа курăнмасть те, “Авангарда” çырăнсан çур çул кашни эрнере икĕ хут килех илсе килсе параççĕ.
Ленин ячĕллĕ агрофирма ертÿçи Ю.Попов хуçалăхра вăй хуракансенчен хăй маларах почтальонпа тĕл пулнă. Вăл чи маттур 15 ĕçчене район хаçатне çырăнтарса панă. Кăмăллă хыпар.