20 ноября 2010 г.
Чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче пирĕн районта та, ытти çĕрти пекех, черетлĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ. Ку хутĕнче унăн темисем çапла: Чăваш Республикинче массăллă физкультурăна, профессиллĕ спорта тата сывă пурнăç йĕркине аталантарассин никĕсне–физкультурăпа спорт комплексĕсен ĕçĕ-хĕлне эффективлă йĕркелесси. 2010 çулхи 9 уйăхра налуксемпе тÿлевсем пырса кĕни тата Чăваш Республикинчи муниципаллă йĕркелÿсем умĕнче вырăнти бюджета налуксем пырса кĕрессин шайне лайăхлатас, халăхăн налук тĕлĕшĕнчи культурине хăпартас енĕпе тăракан задачăсем. Чăваш Республикин Президенчĕн 2010 çулхи чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнчи “Чăваш Республикин Обществăлла палати” 162 –мĕш номерлĕ Указне пурнăçласа гражданла обществăна аталантармалли малашлăхсем.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Пĕрлĕхлĕ информаци кунне хутшăнма Чăваш Республикин “Республикăри коммуналлă строительство управленийĕ” патшалăх унитарлă предприяти ертÿçи Э. Аблякимов ертсе пыракан ушкăн килнĕ. Çак ушкăнри ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, “Контур” акционерсен уçă пĕрлешĕвĕн директорĕ В. Ермолаев, ЧР Сывлăха сыхлас ĕçпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Н. Осипова, финанспа бюджет асăрхав (надзор) федераци службин Чăваш Енри территори управлени пуçлăхĕ Н. Константинова, Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службин ертÿçин çумĕ С. Скворцов малтан район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Р. Селивановпа, райадминистрацин информаци ушкăнĕн членĕсемпе, унтан ушкăнсене пайланса “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексне, Патăрьелĕнчи 240 вырăнлă ача сачĕ çĕклеме хатĕрлекен строительство лаптăкне, Сăкăтра тăвакан шкула, тĕп больницăна, Патăрьелĕнче нумай пулмасть хута кайнă пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне, Патăрьелĕнчи тата Шăнкăртамри 2-мĕш номерлĕ вăтам шкулсене, Туçари ветеринари участокне, “Звезда” ял хуçалăх производство кооперативĕнчи объектсене çитсе курнă, халăхпа тĕл пулнă. Юлашкинчен райадминистрацинче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.