20 ноября 2010 г.
Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министерствипе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ çĕнĕ килĕшÿ тунă. РФ Правительстви ялсенче çурт-йĕр, çав шутра çамрăк çемьесемпе специалистсене пурăнмалли вырăна лайăхлатма 20 миллион тенкĕ уйăрĕ.
Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствинче пĕлтернĕ тăрăх–кăçал Чăваш Енри ял çыннисем, çав шутра çамрăк çемьесемпе специалистсем валли пÿрт тума федерацирен 70 млн тенкĕ илнĕ. Республикăн кăçалхи бюджетĕнче 62,3 млн тенкĕ пăхса хăварнă.