АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕне йышĕ 2707 пуç сахалланнă

20 ноября 2010 г.

2010 çул выльăх-чĕрлĕх пăхакансен умне пысăк йывăрлăх кăларса тăратрĕ: апат пĕлтĕрхине çитеймест. Тăрăшуллă хуçалăхсем ăна республика тулашĕнчен кÿрсе килнĕрен хĕл кунĕнче аптрамĕç-ха (хăшĕсем халĕ те турттараççĕ), юлса пыракансене çăмăлах килмĕ.

Çавăн пекех ял хуçалăх организацийĕсенче сăвакан выльăх йышĕ чакать. Çакă Пăрачкав, Çĕрпÿ, Етĕрне тăрăхĕсенче палăрмаллах сисĕнет–127-213 пуç таранах. Çав хушăрах Шупашкар, Патăрьел, Комсомольски, Тăвай, Муркаш–пурĕ 12 районта–ĕне йышне сыхласа хăварнă çеç мар, кăштах хушăнтарнă та.

Выльăх апачĕ хĕсĕкрен ĕнесене ял çыннисем те сутаççĕ. Чăваш Енре кĕтÿ пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 2707 пуç сахалланнă.

А.ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика