20 ноября 2010 г.
Республикăри вĕренÿ тата çамрăксен политика министерствин графикĕпе килĕшÿллĕн Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул базинче акăлчан чĕлхине 7-11-мĕш классенче вĕренекенсен районти олимпиади иртрĕ. Унта 16 вăтам тата 3 пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсене çÿрекен 79 ача хутшăнчĕ. Çиччĕмĕш классенчен пĕрремĕш вырăна Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти А. Шарягова (вĕрентекенĕ Л. Якушева), саккăрмăшсенчен Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти А. Полякова (Н. Сельцова), тăххăрмĕшсенчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А. Кириллова (З.Чабатова), вуннăмĕшсенчен А.Маргинова (З. Чабатова), вунпĕрмĕшсенчен А. Шерезданова (Э. Карягина) тухрĕç. Иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсене Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, иккĕмĕш, Нăрваш Шăхалĕнчи, Ыхра Çырминчи, Первомайскинчи, Хирти Пикшикри, Шăнкăртамри пĕрремĕш, Çĕньялти вăтам шкулсенче вĕренекенсем йышăнчĕç. Олимпиада çĕнтерÿçисем район чысне республикăра хÿтĕлĕç.