АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлехи тематика йышăнăвĕ иртнĕ

24 ноября 2010 г.

Пĕтĕм Раççейри “Раççей юрисчĕсен ассоциацийĕ” общество организацийĕн Чăваш регион уйрăмĕ Патăрьел район администрацийĕпе тата район прокуратурипе пĕрле Пĕрлехи тематика йышăнăвĕ ирттерчĕ, вăл райадминистрацин пысăк залĕнче пулчĕ. Унта предпринимательствăра ĕçлекен субьектсен прависене патшалăх тата муниципаллă тĕрĕслевсем вăхăтĕнче хÿтĕлесси пирки пăхса тухрĕç.

Прокурор çумĕ, юстицин кĕçĕн советникĕ В.Ягудин уйрăм предпринимательсене тĕрĕсленĕ чух хăш саккунсене пăхăнмалли, плана кĕртмен тĕрĕслевсем вăхăтĕнче район прокуратурине пĕлтермелли тата ытти ыйтусене те хускатрĕ. Çавăн пекех прокурор пулăшуçи Е.Иванова кăçалхи ĕç-хĕлпе, плана кĕртмен тĕрĕслевсем пĕрре те пулманни, юридически сăпата, уйрăм предпринимателе виçĕ çулта пĕрре çеç чăрмантарма юрани пирки пĕлтерчĕ.

Йышăнура “Роспотребнадзор” управленийĕн территори пайĕн начальникĕн çумĕ А.Прохоров кăçалхи 10 уйăхра 126 тĕрĕслев ирттерни, 67 статьяран 19-шĕпе усă курни, 112 предписани çырни тата ытти çинчен сăмах пуçарчĕ. Плана кĕртмен тĕрĕслевпе пырассине предпринимателе 24 сехет маларах кăна пĕлтерме юрани хăш-пĕр чухне йывăрлăхсем кăларса тăратни пирки каларĕ.

Мĕнле тĕрĕслевсем ирттерни тата мĕнле çитменлĕхсемпе тĕл пулни çинчен малалла патшалăх пушар надзорĕн Патăрьел районĕн уйрăмĕн начальникĕ В.Яковлев, ЧР “Росреестр” управленийĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн специалист эксперчĕ Н.Каштанов, райадминистрацин тĕп специалист эксперчĕ М.Хафизов тухса калаçрĕç. Патăрьел ял поселенин специалисчĕ Ю.Волков ял территорине хăтлăх кĕртессипе, çĕр ыйтăвĕпе тĕрĕслевсем йĕркелени пирки чарăнса тăчĕ.

Юлашкинчен индивидуаллă предпринимательсем тата ыттисем те хăйсене хумхантаракан ыйтусене хускатрĕç, хуравсем илчĕç.

О.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика