24 ноября 2010 г.
Районти тĕп библиотекăра “Çамрăксем–сывă пурнăç йĕркишĕн” акци пынă май Патăрьелĕнчи 7-мĕш училищин 103-мĕш ушкăнра вĕренекенсемпе “Аялалла илсе пыракан виçĕ картлашка” темăпа ушкăн мастерĕ А.Белкова тата училище библиотекарĕ Ю.Тенюкова ертсе пынипе çивĕч калаçу йĕркеленĕ. Мероприятие районти тĕп больницăри врач-нарколог Н.Надина, райшалĕçпайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Л.Комиссарова хутшăннă, ачасемшĕн сиенлĕ йăласем (пирус туртни, эрех ĕçни, наркомани) аталанакан организма мĕнле чăрмантарни, усал ĕçсем тума пулăшни пирки каланă.
Мероприятие хатĕрленсе çул çитмен ачасем валли сиенлĕ йăла-йĕркепе çыхăннă кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ. Калаçу пуриншĕн те усăллă та, кăмăллă та иртнĕ.