24 ноября 2010 г.
Чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн спорт залĕнче районти ял поселенийĕсем хушшинче волейболла выляссипе ăмăрту иртнĕ. Тупăшăва арçынсен тăхăр, хĕрарăмсен ултă команди хутшăннă.
Çивĕч кĕрешÿре Алманчă ял поселенийĕн спортсменĕсем (ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г.Фомин) çĕнтернĕ. Команда чысне А.Шемолаков, А.Гордеев, В.Мышов, В. Антипов, А. Зимин, А.Александров, Н.Егоров хÿтĕленĕ.