АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Футболистсем тупăшрĕç

24 ноября 2010 г.

Нăрваш Шăхалĕнче районти шкул ачисен спартакиада шучĕпе мини-футбол ăмăртăвĕсем иртрĕç. В. Григорьевпа В. Бородкин физкультура учителĕсем футболистсем валли виçĕ площадка хатĕрленĕ. Ăмăртăва пурĕ вунвиçĕ команда пуçтарăннă. Вĕсенчен тăваттăшĕ вăтам шкул командисем, тăххăрăшĕ тĕп шкул командисем. Командăсене ушкăнсене пайланă хыççăн вăйăсем пуçланчĕç. Вăтам шкулсенчен ăмăртăва Тутар Сăкăтпа Хирти Пикшик командисем пуçларĕç. Тутар Сăкăтсем вăйлăрах пулчĕç. Тĕп шкул командисем икĕ ушкăнра тупăшрĕç, пĕринче Çĕньялпа Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, тепринче Первомайскинчи шкул командипе хуçасем. Патăрьелсемпе Нăрваш Шăхальсем 1:0 шутпа выляса илчĕç. Ишлĕри шкул команди 1:0 шутпа Хирти Пикшиксене çĕнтерчĕ. Алманчăри шкул команди Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул командине выляса ярса Çĕнĕ Ахпÿртпе Первомайскинчи шкулсен командисем пекех финалти ăмăртăва хутшăнаймарĕ. Финалта Ишлĕсем, Нăрваш Шăхальсем тата Шăнкăртамсемпе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш шкул командисем вылярĕç. Вăтам шкул командисенчен пĕрремĕш вырăншăн Турхансемпе Тутар Сăкăт командисем тупăшрĕç. Çивĕч тупăшура Тутар Сăкăтсем спартакиада чемпионĕсем пулчĕç. Тĕп шкулсенчен Нăрваш Шăхальсем Ишлĕсенчен 1:0 шутпа выляса илсе пĕрремĕш вырăншăн тупăшма ирĕк илĕç. Шăнкăртамсемпе Патăрьелсем икĕ тапхăрта та пĕр-пĕрин хапхисене пĕр гол та кĕртеймерĕç. Ăмăрту правилипе вара кун пек чухне пенальти тапса çĕнтерÿçĕне палăртаççĕ. Мини-футбол ăмăртăвĕсенче пенальти çичĕ метртан тапаççĕ. Шăнкăртамсем 3:2 шутпа выляса илсе пĕрремĕш вырăншăн хуçасемпе выляма тухрĕç. Вăйă питĕ интереслĕ иртрĕ. Çамрăк футболистсем тавçăруллă, пĕр-пĕрне ăнланса выляни палăрчĕ. Çапах та нихăш команди те пĕр гол та кĕртеймерĕç. Кунта каллех пенальти. Пĕр çаврăм тапнă хыççăн каллех шут пĕр пек пулчĕ, тепĕр çаврăмĕнче вара шăнкăртамсем ăнăçлăрах тапса 3:2 шутпа çĕнтерсе спартакиадăн чемпионĕсем пулса тăчĕç. Иккĕмĕш вырăнта Нăрваш Шăхальсем, виççĕмĕшĕнче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш шкул команди. Çак финалти ăмăртусенче вылянă командăсенчи çамрăк футболистсем республика чемпионатĕнче Патăрьел район чысне те хÿтĕлерĕç. Ку, паллах, пирĕн районшăн та пысăк çитĕнÿ пулчĕ. Юлашкинчен çĕнтерÿçĕсемпе 2-3 мĕш вырăнсене йышăннă командăсене районти ачасемпе çамрăксен спортшкулĕн директорĕ В. Платонов дипломсем парса чысларĕ.

В. БОРОДКИН

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика