АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВЫЛЬĂХ-ЧĕРЛĕХШĕН ТЕ ЯВАП ТЫТТАРАççĕ

24 ноября 2010 г.

Чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче «Авангард» хаçатра «Штраф тÿлессе кĕтеççĕ-ши;» ятпа материал пичетленнĕччĕ. Район прокуратури унпа паллашнă хыççăн тĕплĕ хурав пачĕ:

“Килти выльăх-чĕрлĕхе, çав шутра йытта та, ăçта килнĕ унта кăларса ярса çÿретекенсене Чăваш Республикин «Чăваш Республикинче административлă право йĕркине пăснăшăн» саккунĕн 15-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, граждансене 500-1000 тенкĕ, должнăçри сăпатсене –1000-2500, юридика сăпачĕсене 10000-20000 тенкĕ таран административлă штраф пама пултараççĕ. Енчен те çапла киревсĕр хăтланни граждансен сывлăхне е ют пурлăха сиенлесен, лартнă йывăçсем шăпах çапла шутланаççĕ, граждансене – 2500, должнăçри сăпатсене –2500-4000, юридика сăпачĕсене –20000-30000 тенкĕ таран штрафлаççĕ.

Административлă право йĕркине пăснăшăн протоколсене шалти ĕçсен органĕнче ĕçлекенсем çыраççĕ, штрафсене райадминистрацин административлă комиссийĕ е миравай судьясем параççĕ.

Тимсĕр хуçасене асăрхаттарас килет: выльăх-чĕрлĕхе ирĕке кăларса янă тĕслĕхсемшĕн район прокуратури милици ĕçченĕсене кирек хăçан та протоколсем çырма хушнă”,–тесе пĕлтерчĕ Патăрьел районĕн прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ Ю.Фуражников.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика