АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улмисем йывăççинчен аякка ÿкмен

24 ноября 2010 г.

Туçа ялĕнче кăçал тăватă çемье хăйсем 80 çул тултарнине уявларĕç. Вĕсенчен пĕри – Иван Трофимовичпа Анна Андреевна Бельдековсем.

57 çул ĕнтĕ çак çемье пурнăç таппипе, шăкăл-шăкăл калаçса, килĕштерсе пурăнать. Иван тете, Митюк Иванĕ теççĕ ялта ăна, 80 çул каялла çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕн-чен 12-ре тăлăха юлнă. Çамрăклах ури çине ĕне пуснă. Ашшĕ, Трофим Илларионович, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче 1943 çулта Орел облаçĕнчи Дмитров районĕнчи Чувадино ялĕшĕн пынă çапăçура паттăрла çапăçса вилнĕ. Иван çемьере асли пулнă. Вăрçă пуçлансанах ака-суха ĕçне хутшăннă. Мĕн салтака каичченех колхоз уй-хирĕнче, стройкăра вăй хунă. Ачаранах каскалама юратаканскер, платник, столяр ĕçне те хăвăрт хăнăхнă, çынсене пÿрт-çурт çĕклеме пулăшнă. Салтакра та ятне яман маттур каччă. Ялтăра хĕсметре тăнă вăхăтра чи пултаруллисене Мускаври Кремле сыхлакан полка куçарнă, виçĕ çул мавзолей умĕнчи постра тăнă.

1953 çулта яла таврăннă, ĕç вахтине тăнă. Колхозра ун чухне анлă стройка пуçласа янă, уй-хирте хÿхĕм тыр-пул туса илнĕ. Ял халăхне мĕн чул кĕрепле-кĕреçе, çурла шăлласа, çава туптаса пулăшнă-ши; Çак ĕçсене пĕтĕмпех тÿлевсĕр пурнăçланă. Ытла та ăста унăн алли-ури. Пенси çулне каяс умĕн урапа-çуна, ут хатĕрĕсене юсаса тăнă çĕрте вăй хунă.

5 ача çуратса пăхса ÿстерчĕç вĕсем, пурнăç çулĕ çине кăларчĕç. Вĕсен хушшинче тава тивĕçлĕ учитель те пур. Володя ывăлĕ пирки сăмах пырать кунта. Вăл республикăри вĕрентÿ коллекторĕн директорĕ. Шкулсене кирлĕ кĕнекесемпе тивĕçтерсе тăрать. Унăн ачисем, Иван тетен мăнукĕсем, Сергейпе Денис Мускавра пĕлÿ пухаççĕ. Светланăн та ачисем çемьеллĕ пулса тĕрлĕ çĕрте ĕçлеççĕ.

Савăнмалăх пур Иван тетепе Анюта аппан ачисемпе тата мăнукĕсемпе. Харама каймарĕ çак пурнăçа тума вăй хунă ĕçченлĕх.

А. ФРОЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика