24 ноября 2010 г.
Олимпиадăсем çулран-çул интереслĕрех ирте пуçларĕç. Раççей шайĕнчисене те хутшăнма пулать. Пĕлĕвне тĕрĕслеме çеç ан ÿркен. Биологипе районта иртнĕ тупăшăва 7-11-мĕш классенче вĕренекен 99 ача хутшăнчĕ. Çиччĕмĕшсенчен Патăрьелĕнчи пĕрре-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Г. Петрова, саккăрмĕшсенчен А. Елкин, тăххăрмĕшсенчен Ыхра Çырминчи вăтам шкулти А. Пушкин, вуннăмĕшсенчен Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти М. Хайбуллов, вунпĕрмĕшсенчен Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти А. Ванькова çĕнтерÿçĕсем пулчĕç. 9-11-мĕш классенчен пĕрремĕш вырăна тухнисем район чысне республикăра хÿтĕлĕç.
Пĕтĕм Раççейри географи олимпиадин шкул шайĕнчи тупăшăвĕнче çĕнтернисем районтине хутшăнса ăмăртрĕç. Çак предмета вунпĕрмĕшĕнче вĕренмеççĕ пулин те аслисен интересĕ палăрчех. 7-11-мĕш класенче пĕлÿ пухакан 83 ача хутшăнчĕ олимпиадăна. Çиччĕмĕш класра вĕренекен Ыхра Çырминчи вăтам шкулти Г. Алигберова, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти саккăрмĕ-шĕнчи А. Кузнецова, Ыхра Çырминчи вăтам шкулти А. Воробьев, тăххăрмĕшсенчен Хирти Пикшикри вăтам шкулти Р. Молоткова, вуннăмĕшсенчен Г. Сабирова, вунпĕрмĕшсенчен Шăнкăртамри иккĕмĕш вăтам шкулти Д. Юнисова малти вырăна йышăнчĕç.
Çĕнтерÿçĕсен республикăри олимпиадăна хутшăнмалла пулать.
А. ИВАНОВА.