27 ноября 2010 г.
Христос тĕнне ĕненекенсемшĕн ыран, чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче, раштав типпи пуçланать. Вăл 40 кун, кăрлачăн 7-мĕшĕччен пырать. Çакна асра тытмалла:типĕ тытни–апат-çимĕçе пĕлсе те сахалтарах çини кăна мар. Çак тапхăрта турра ĕненекенсен кĕлĕ вуласа çылăхсене каçарттармалла, усал-шухăш кăмăлтан хăтăлмалла, йĕркеллĕ пурăнмалла, япăх йăласене хирĕç кĕрешмелле тата ытти те. Ăс-хакăла тасатмасăр типĕ тытни тĕне ĕненекенсене сиен кÿрет.
Типпе кĕриччен тăванăрсенчен каçару ыйтмалла, чиркĕве кайса çылăхсене каçарттармалла, Турă юнне ăша илмелле.