АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Калаçу усăллă иртнĕ

01 декабря 2010 г.

Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта “Тăнăçлăх– цивилизацисен, культурăсен тата конфессисен калаçăвĕ” “çавра сĕтелĕ” иртнĕ. Унта Раççей Федерацийĕн Общество палатин членĕсем, ЧР Культура министерствин ĕçченĕсем, Шупаш-кар–Чăваш епархийĕн, мăсăльман тĕнĕн управленийĕн, ытти конфесси представителĕсем, Чăваш Енри общество пĕрлешĕвĕсен, наци ĕçĕсен тата тĕн пĕрлĕхĕсемпе çыхăну тытакан канашсен хастарĕсем хутшăннă. Калаçăва Раççей Федерацийĕн Общество палатин членĕ, республикăри мăсăльмансен тĕн управленийĕн пуçлăхĕ Альбир-хазрат Крганов муфти ертсе пынă. Мероприятие Патăрьел тата Комсомольски районĕсен администраци пуçлăхĕсем хутшăннă. Н. Глухов нацисем хушшинчи туслă çыхăну, пĕр-пĕрне хисеплени район пуянлăхĕ пулнине палăртнă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, культура, вĕрентÿ учрежденийĕсем тĕн пĕрлешĕвĕсемпе çыхăнура тăнине асăннă.

Районта 13 православи чиркĕвĕ, 11 часавай тата 16 мечĕт. Шăнкăртамра тĕн вĕрентÿ учрежденийĕ “Гулистан” медресе пур.

Этем прависен Мускаври бюровĕн директорĕ А. Брод Патăрьел районĕ республикăра тĕн политикине тĕрĕс тытса пыраканнисенчен пĕри пулнине палăртнă. Комсомольски районĕн делегацийĕ Тукай ялĕнчи обществăлла канашăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă.

Республикăри культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ В. Фошин та районта илсе пыракан ĕç тăван ене ытларах юратма, патриотизм туйăмне вăйлатма, толерантноçа аталантарма пулăшнине палăртнă. Шăнкăртам ял поселенийĕн пуçлăхĕ Р. Купкенов ял аталанăвĕпе, умра тăракан тĕллевсемпе паллаштарнă.

Чăваш Енре М. Игнатьев Президент уйăх пуçламă-шĕнче Чăваш Республикин Общество палатине йĕркелемелли пуçарăва ырлани, çакăн çинчен калакан Указа алă пусни граждан обществине аталантарма, çынсен интересĕсене туллин тивĕçтерме, вĕсен ирĕклĕхĕпе правине хÿтĕлеме май парĕ.

Юлашкинчен пурте пĕрле районти юрăпа ташă халăх ансамблĕн (ертÿçи Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ А. Шакин), Первомайскинчи “Шуçăм” фольклор ансамблĕн (ертÿçи В. Фролов), ачасен ташă ансамблĕн пултарулăхне пăхнă. Шăнкăртамри тĕп мечĕте çитнĕ. Мероприятие хутшăннисем хăйсене ĕçре усă курма кирлине сахал мар илме пултарнă.

А. ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика