01 декабря 2010 г.
Халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен Патăрье-лĕнчи центр çулсеренех Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ ячĕпе тĕрлĕрен мероприяти йĕркелет. Çак кунсенче сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакраххисем хушшинче шашкăлла выляссипе ăмăрту пулнă. Турнир çивĕч кĕрешÿре иртнĕ. Чылай чухнехиллех пĕрремĕш вырăна Сăкăтри Ф.Ларионов, иккĕмĕшне Алманчăри А.Дружинин, виççĕмĕшне Хирти Пикшикри Р.Даутов йышăннă.
Çĕнтерÿçĕсене районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Ф.Майорова саламланă, шашкăлла чăн ăста вылякансене парнесемпе дипломсем парса хавхалантарнă.