01 декабря 2010 г.
Телевизор, радио республика хыпарĕсене халăха часах пĕлтерсе тăраççĕ пулсан, “Авангард” хаçат вара районта пулса иртекен пулăмсене вулакансене çийĕнчех ăнлантарса парать.
Хаçата алла илсессĕн чăн малтанах ял поселенийĕсен çĕнĕлĕхĕсемпе паллашатăп. Паянхи кун хăшĕ аван, халăхшăн тăрăшса, бюджет ĕçне йĕркеллĕ илсе пыни пирки кăсăкланатăп. Хальхи вăхăтра социализм системинчи колхозсем саланса пĕтнĕ май уйрăм харпăрлăх тымарĕсене сарассипе ял пуçлăхĕсем лайăх ĕçлесен, халăхăн пурнăç условийĕсене урăхлатас енĕпе те çитĕнÿсем тума пулать çке-ха! Акă хăш-пĕр ял поселени ертÿçисем пилотлă проектсем хатĕрлесе керменсем туса лартрĕç, çулсене юсарĕç, çĕнĕрен асфальт сарчĕç. Анчах та теприсем япăх ĕçлени питĕ пăшăрхантарать. Мĕн çитмест-ха ял поселенийĕсен администрацийĕсене хăйсен тивĕçĕсене пурнăçласа пымашкăн;
Ман шутпа, ĕçре тĕллевлĕ пулманни, яваплăха туйманни, йĕркешĕн чăн малтан хăйсенчен, унтан халăхран çирĕп ыйтманни, ыттисен шухăш-кăмăлне вырăна хуманни. Çапах та суйлав вăхăтĕнче çак кандидатсем вара ниçта кайса кĕмелле мар “ĕçлерĕç”. Халиччен туман меслетсемпе усă курса влаçра юлассишĕн çунчĕç.
Кăçал çанталăк условийĕсем япăх пулчĕç. Чăтмалла мар шăрăх тăчĕ. Курăк типсе çунса кайрĕ, пĕчĕк çырмасенчен шыв тарчĕ. Ку ыйту питĕ йывăр пулчĕ. Çакăн пек вăхăтра хăш-пĕр ял поселенийĕн, пуçлăхĕсем хуçалăх ертÿçисемпе пĕр чĕлхе тупса типнĕ кÿлĕсене чавса тарăнлатрĕç, пĕвелерĕç, ĕçлемен башньăсене юсаса хута ячĕç. Анчах та Пикшик ял поселенийĕн территоринче, уйрăмах Кĕçĕн Арапуç ялĕнче, мĕн кĕрхи çанталăксем пуçланичченех выльăхсем шывсăр пурăнчĕç. “Шурутка” çырмине кĕтÿçсем кĕреçепе пĕвелесе май тупма пултарчĕç. Çакăн пек чăтмалла мар йывăр вăхăтра Пикшик ял поселенийĕн ку умĕнхи пуçлăхĕ ĕне ферми территоринчи башньăна сутса ячĕ. Насусĕ те çĕнĕччĕ.
Ĕлĕкхи пек ырхан лашапа, кивĕрех урапапа Именкассинчен Хирти Пикшике, Еншике, Кĕçĕн Арапуçне каймалла пулсан, çак çул çинчи лакăмсенчен лаша та тухаяс çук, урапине те çул çинех пăрахса хăварма тивĕ. Юрать-ха хальхи вăхăтра пурнăç лайăхланнă майăн çăмăл автомашинăсем нумайланчĕç, рессорĕсем те çемçе. Апла пулин те вĕсем те такăр çул шыраççĕ, лакăмсенчен аякка тараççĕ. Нивушлĕ çак çулсене пилĕк çул хушшинче йĕркеллĕ юсама май пулман-ши; Ялтан тухса каяканпа килсе кĕрекенĕн тумалла мар ăна. Уншăн ял поселенийĕсене бюджетран укçа куçарса параççĕ вĕт. Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕ Н.В.Федоров çул тăвасси, юсасси пирки асăрхаттарсах тăчĕ пулин те пирĕн кăлава хăнк та тумарĕ.
Юсав ĕçне тукаланă пек хăтланса пăхрĕç. Çул çине известь çăнăхĕ сапрĕç те, хура костюм тăхăнакан арçынсем шурă костюм тăхăнса Патăрьелне утрĕç. Известь çăнăхне çул çине сарма кăлармаççĕ, йÿçĕк çĕрсене сапса ÿсен-тăран валли кирлĕ услови туса панă çĕрте усă кураççĕ.
Пилĕк ял хушшинчи тирпей-илем пирки те çитменлĕхсем питĕ нумай. “Герой” колхоз вăхăтĕнче лартнă вăрмансенче çÿп-çап, выльăх каяшĕсем сарăлса выртаççĕ, йĕркеллĕ канмалли вырăнсем те юлмарĕç ĕнтĕ. Çаксене шута илсе суйлавçăсем унчченхине тепĕр хут ял поселенийĕн кăлави пулма шанмарĕç.
Шанас килет, çĕнĕрен суйланнă ертÿçĕ ĕçе ăнланса, халăхпа пĕрле илсе пырсан пирĕн пурнăç пĕрер картлашка малалла кайĕччĕ.
В. СЕЛИВАНОВ,
ĕç ветеранĕ.