01 декабря 2010 г.
Раççей Федераци законодательствин Çемье кодексĕн 63 статйинче ашшĕ-амăшĕ ачисене тивĕçлĕ воспитани парассишĕн тата аталантарассишĕн яваплă тенĕ. Анчах ку ачасене хĕнеме, вĕсене ирĕксĕрлеме юранине пĕлтермест. Патăрьел район прокуратури çул çитменнисене хÿтĕлессипе районти шалти ĕçсен пайĕпе тата вырăнти власть органĕсемпе чылай ĕç туса ирттерет. Пĕрле вăй хунин кăтартăвĕсем те пур.
П. çемйи нихăçан та лайăххисен шутĕнче пулман, анчах юлашки уйăхсенче лару-тăру тата йывăрланнă. Ашшĕ хăйĕн ачисене хĕнесе пĕтернĕ. Кăçалхи юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче – 1995 çулта çуралнă ывăлне, чÿк уйăхĕн 12 –мĕшĕнче 1999 çулта кун çути курнă хĕрне йыт çимен патака “çитернĕ”. Арçын ачисене алăпа кăна çапнипе лăпланман, урипе те тапнă.
Хальхи вăхăтра ку фактпа РФ Уголовлă кодексĕн 116 статйин 1 пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Район прокуратури çемье пуçлăхĕн хăтланăвĕсем пирки тĕрĕслев йĕркеленĕ. Ачасен правине пăснă тĕслĕхсемшĕн тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççĕ. Уголовлă ĕç мĕнле пынине прокуратура тĕрĕслесе тăрать.
Ю.ФУРАЖНИКОВ, район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ.