04 декабря 2010 г.
Кăçалхи вунă уйăхра районта 34 пушар пулнă, 2017178 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Вут-çулăмра 20 çурт юрăхсăрланнă, 21-шĕ сиенленнĕ, 2 çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Пушар сăлтавĕ тĕрлĕрен, çапах та электрооборудованипе усă курнă чухне асăрханусăр пулнипе чи нумай тĕслĕх–18, юсавсăр кăмакасене пула–6, ача-пăча шăрпăкпа вылянăран–5.
Çулăм туххăмрах пур пурлăха та кĕле çавăрать, ниме те тиркемест. Çавăнпа та электроприборсемпе, газ хатĕрĕсемпе усă курнă, кăмака хутнă чух питĕ асăрхануллă пулмалла, сÿнтермесĕр хăварма юрамасть.
Хальхи вăхăтра “Пурăнмалли çурт-йĕр–2010” операцин иккĕмĕш тапхăрĕ пырать. Çак вăхăтра пушар хуралĕн инспекторĕсемпе ВДПО ĕçченĕсем пурăнакан çурт-йĕре тĕрĕслеççĕ. Уйрăмах пушар пулнă ялсене кайса çÿреççĕ. Операцие ял поселени специалисчĕсемпе участоксенчи милиционерсем те хутшăнаççĕ. Ытларах нумай ача-пăчаллă, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекен çемьесем, пĕччен ватăсем патне пыраççĕ. Пăхса çÿренĕ май акă мĕн курăнать: чылайăшĕ пушар хуралне инкек вăхăтĕнче мĕнле пĕлтермеллине те пĕлмеççĕ. Кивелнĕ электропроводасемпе, юсавсăр кăмакапа усă курни, ÿсĕрле пирус туртни инкек патне илсе пыни пирки те манаççĕ.
В.ЧЕРНОВ,
пушар хуралĕн инспекторĕ.