04 декабря 2010 г.
Çак кунсенче Мускаври Кремлĕн Пысăк керменĕн Георгий залĕнче Федераци Канашне янă Çырупа паллаштаракан мероприятие Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев, унпа пĕрлех Чăваш Енрен РФ Патшалăх Думине суйланнă депутатсемпе Федераци Канашĕн членĕсем те хутшăннă.
Чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче пирĕн районти чылай ĕç коллективĕсем, вĕрентÿ учрежденисенчи ачасемпе педагогсем тата ыттисем те Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Дмитрий Медведев Федераци Канашне янă Çырăва итленĕ. Ун хыççăнах коллективсенче Раççей пуçлăхĕн Çырăвне сÿтсе явма пикеннĕ, унăн пĕлтерĕшне, халăх пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе лартнă çивĕч ыйтусене ырланă. Тĕпрен илсен районти ĕç коллективĕсенче Президент çамрăк тата нумай ачаллă çемьесене патшалăх енчен çителĕклĕ пулăшу кÿмеллине, пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕ уйрăмах çивĕч тăнине калакан шухăшсене ырласа сÿтсе явнă. А.НИКОЛАЕВА.