АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇУЛСЕМ – çИРĕП ТĕРĕСЛЕВРЕ

04 декабря 2010 г.

Райадминистраци пуçлăхĕ Н.Глухов ял поселени пуçлăхĕсемпе тата çул-йĕре тирпейлесе тăракан организацисен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Унта районти автотранспорт çÿрекен çулсене, ялсенчи урамсене вăхăтра тасатса тăрасси пирки калаçнă.

Чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче, кăнтăрла, çĕрĕпе уйăхри норма чухлĕ юр çунă. Вăйлă çил пулнă пирки çул çинче лару-тăру тата йывăрланнă: вырăнĕ-вырăнĕпе кĕрт хÿсе лартнă. “Чă-вашавтодор” акционерсен уçă пĕрлешĕвĕн Патăрье-лĕнчи çул-йĕр тăвакан тата юсакан управлени ĕçченĕсем начар мар ĕçленĕ, 8 единица техника çула уçса тасатнă çĕре хутшăннă.

Хăш-пĕр ял поселени пуçлăхĕсем урамсенчи çула тасаттарассине пĕлсе йĕркелеменни палăрнă. Пĕрремĕш çил-тăман тулли мар яваплă ТПК “Шыгырданы”, ДПМК “Батыревская”, “Знамя” пĕрлешÿсем сивĕ, юрлă кунсене халех кĕтменнине кăтартнă: çулсене вăхăтра тасатма тытăнман.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика