АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕпĕр язвинчен асăрханмалла

04 декабря 2010 г.

Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Россельхознадзора Саратов облаçĕнчи Россельхознадзор управленинчен васкавлă хыпар çитнĕ. Çак облаçра Патшалăх ветеринари надзорĕн органĕнче ĕçлекенсем Калмыкирен выльăх пусса килекен икĕ автомашинăна тытса чарнă. Вĕсен хуçи пирĕн район çынни пулнă. Выльăхсем çĕпĕр язвипе чирли пирки иккĕленÿ çуралнă хыççăн аш-какая çийĕнчех лабораторинче тĕрĕсленĕ. Çĕпĕр язвин диагнозĕ çирĕпленмен. Апла пулин те Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕ, районти ветеринари надзорĕ, районти тĕп больница чир сарăлма пултарасран çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăннă, Шăнкăртамри çак хуçалăха карантина тăратнă, килти выльăхсене çĕпĕр язвинчен вакцинаци тунă.

Раççей Федерацийĕн территоринче çынсем хушшинче те çĕпĕр язвипе чирлекенсем тупăнсах тăраççĕ. 2008 çулта, сăмахран, çакнашкал 24 тĕслĕх пулнă, 2009 çулта пĕр тĕслĕх, кăçал 17 çын çак чирпе чирленĕ. 1987 çултанпа Чăваш Республикинче çакнашкал факт пулман. Çапах та çакă лăпланса лармалли сăлтав мар. Çак чир çынсене çĕпĕр язвиллĕ выльăх масарĕсенчен, чирлĕ выльăх-чĕрлĕх продукцине усă курнăран ерме пултарать. Çавăнпа та выльăх-чĕрлĕхпе тăтăшах çыхăнура пулакансен, вĕсене пусса аш-какай валли тирпейлекенсен, сутма илсе çÿрекенсен, çав материалсемпе ĕçлекен лаборатори работникĕсен чир ересрен асăрханса прививка тутармалла.

Р.ГАВРИЛОВА,

Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕн

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика