АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АСРАН ТУХМАСТЬАФГАНИСТАН, ЧЕЧНЯ...

04 декабря 2010 г.

Афганистан, Чечня, Владикавказ... Çак сăмахсене каласан тÿрех унта пынă вăрçăсене аса илетпĕр. Районти миçе яш хăрушă вут-çулăм витĕр тухнă-ши; Хăшĕ-пĕри çавăнтах ĕмĕрлĕхе куçне хупнă, тăван килне, ашшĕ-амăшĕ патне цинк тупăкпа таврăннă. Вĕсем яланлăхах 19 е 20 çулта тăрса юлчĕç.

Раштавăн пĕрремĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче Пушкăртстанри “Симĕс беретсем” ансамбль “хĕрÿ точкăсенче” вăхăтсăр пуçне хунă яшсене асра тытас тĕллевпе концерт кăтартрĕ. Кунта юрлакансем хăйсем те пуля “çумăрĕ” витĕр тухнă.

“Симĕс беретсем” ансамбль ырă пуçару та йĕркеленĕ. Концертра пухăннă укçасемпе çÿлерех асăннă вăрçăсенче пурнăçĕ татăлнă каччăсен ячĕсене асра хăварас тĕлĕшпе мемориал хăмисем хатĕрлеттерет. Халĕччен 1578 мемориал хăми тутарттарнă, пирĕн района 9 илсе килнĕ. Вĕсене пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлнă салтаксем вĕреннĕ шкулсене пачĕç. Г.Козлов, Ф.Камалетдинов (Хирти Пикшикри вăтам шкулта вĕреннĕ), В.Перлов (Турханти вăтам шкул), М.Мтин, Н.Родионов (Сăкăтри вăтам шкул), А.Журавлев (Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкул), М.Валитов (Шăнкăртамри 1 тата 2 номерлĕ вăтам шкулсем), А.Еремеев (Первомайскинчи вăтам шкул), Р.Куликов (Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкул) малашне кашни ир çитĕнекен ăрăва кĕтсе илĕç, уроксем хыççăн ăсатса ярĕç.

Райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов “Симĕс беретсем” ансамбле райадминистраци пуçлăхĕ Н.Глухов тата районта пурăнакансен ячĕпе тав турĕ, Тав çырăвĕ пачĕ.

О.ПАВЛОВА .

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика