АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕтĕм тĕнчери семинара хутшăннă

04 декабря 2010 г.

Болгаринче Пĕтĕм тĕнчери коммуникаципе аталану центрĕ, Евросоюз, професси пĕлĕвĕ паракан наци агентстви хутшăннипе “Чикесĕр профессисем” проектпа килĕшÿллĕн Пĕтĕм тĕнчери 1-мĕш семинар ирттернĕ. Унăн теми: “Перспектива развития образования в Болгарии, как части европейской общности. Возможности международного сотрудничества по программам и проектам Евросоюза”. Семинара Раççейри, Евросоюзри тĕп аслă шкулсен ертÿçисемпе представителĕсем, тĕнче шайĕнчи экспертсемпе специалистсем хутшăннă.

Раççей Федерацийĕ çак пысăк пĕлтерĕшлĕ семинара хутшăнма пилĕк аслă шкула тăратнă. Вăл шутра Мускав облаçĕнчи Химки хулинчи бизнес, психологи тата менеджмент институчĕ, Уралти патшалăх экономика университечĕ (Челябинск хули), Раççейри патшалăх суту-илÿпе экономика университечĕ, Хусанти финанс, экономика тата информатика институчĕ тата Чăваш Республикинчи Çĕнĕ Шупашкар хулинчи “Технологи тата управленин регионти институчĕ” коммерциллĕ мар аслă професси вĕрентĕвĕн автономлă организацийĕ. Пирĕн Чăваш Енри аслă шкул ячĕпе Пĕтĕм Тĕнчери 1-мĕш семинарта И.Я.Яковлев премийĕн лауреачĕ, Пĕтĕм Раççейри биотехнологсен обществин регионти уйрăмĕн председателĕ, Раççейри коммерциллĕ мар автономлă организацисен Чăваш представительствин председателĕ, Атăлçи Федераллă округра агропромышленность комплексне аталантарас тĕлĕшпе эксперт Канашĕн членĕ, биологи наукисен докторĕ Иван Михайлович Селиванов (ÿкерчĕкре сылтăмри) профессор хутшăннă, “Опыт подготовки специалистов в негосударственных образовательных учреждениях непрерывного образования по принципу “Гимназия–Техникум–Институт” темăпа тухса калаçнă, пысăк хак илнĕ. Пĕтĕм тĕнчери коммуникаципе аталану центрĕ И.М.Селиванова семинара хастар хутшăннăшăн сертификат панă, Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев, Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Н.Суслонова, Чăваш Республикин Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Г.Чернова ячĕпе тав çырăвĕ янă.

Семинар пынă тапхăрта институт бази çинче специалистсем хатĕрлес, выпускниксене стажировкăсене ярас, студентсене Евросоюз тĕслĕхĕпе дипломсем парас тата ытти ыйтусемпе килĕшÿ тунă. Çакă вара питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Техникумран тата институтран вĕренсе тухакансем Европа Союзне кĕрекен кирек хăш çĕр-шывра та ĕçе вырнаçма пултараççĕ.

Ют çĕр-шывра пĕлÿ илес текенсем валли вĕрентÿ планĕпе программи хатĕр. Вĕсен Хура тинĕс хĕрринчи санатори-пансионатра пурăнмалла пулать. Кунти вĕрентÿ тата пурнăç условийĕсем те питĕ паха.

А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика