АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сусăррисене – пысăк тимлĕх Раштавăн 3-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ иртрĕ.

08 декабря 2010 г.

Пирĕн районта сывлăх тĕлĕшĕнчен сусăррисем 3567 çын. Вĕсенчен пĕрремĕш ушкăн инваличĕсем 504, иккĕмĕшсем–1426, виççĕмĕшсем 1454 çын, 183 инвалид ача, 205 çын куç курманнисем. Инвалидсене пурăнма кирлĕ пек услови туса парас, хăтлăх кÿрес, вĕсен çивĕч ыйтăвĕсене татса парас тĕллевпе район администрацийĕпе социаллă учрежденисем сахал мар тимлĕх уйăраççĕ. Вырăнти ял поселенийĕсенче те сывлăх тĕлĕшĕнчен сусăррисен ыйтăвĕсене çийĕнчех татса пама тăрăшаççĕ.

Аслă Чемен. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕнче Аслă Чемен ял поселенинче пулса сывлăх тĕлĕшĕнчен ыттисенчен хавшакрах çынсемпе тĕл пулнă. Николай Иванович кĕскен районăн хальхи социаллă экономика лару-тăрăвĕпе, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче инвалидсен пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе ĕçлекен программăсемпе паллаштарнă, вĕсене кăсăклантаракан ыйтусене хуравланă.

Ыхра Çырми. Ял поселенине кĕрекен икĕ ялта та Инвалидсен кунне чыслăн паллă тунă. Чăн малтанах вĕсене ял поселенийĕн пуçлăхĕ А.Айбетов пурне те çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр суннă. “Çамрăклăх” пултарулăх ушкăнĕ уява пуçтарăннисене юрăпа саламланă. Ун хыççăн пурте пĕрле техĕмлĕ чей ĕçнĕ. Мероприятие кăмăллă йĕркелеме “Агрофирма “ Жизнь” тата “Агрофирма “ Ишаки” тулли мар яваплă обществăсем, М.Сабирзянов, И.Сабирзянов, А.Иванов предпринимательсем пулăшнă.

Турхан. Ял поселенийĕн пуçлăхĕн çумĕ И.Данилов сывлăх тĕлĕшпе хавшакраххисене Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ ячĕпе саламласа пурне те вăй-хал, пысăк хастарлăх суннă, кĕскен вĕсене паракан çăмăллăхсемпе паллаштарнă.

Уява райадминистрацин строительствăпа обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пай пуçлăхĕ И. Дикин, районти инвалидсен обществин председателĕ Н.Лепешкин хутшăннă, хăйсен сăмахĕнче пурне те çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр суннă.

Тутар Сăкăт. Уяв ячĕпе ял поселенийĕн пуçлăхĕ Н.Хасянов йĕркеленĕ “Çавра сĕтел тавра” уçă калаçу пурин кăмăлне те кайнă. Сусăррисен вăйĕпе хатĕрленĕ алă ĕçĕсен куравĕ те килĕшнĕ. Юлашкинчен пурте пĕрле хăйсен ялĕ çинчен ÿкернĕ фильма пăхнă, концертри юрă-ташăпа киленнĕ.

Алманчă. Ялти культурăпа халăх пултарулăх творчествин аталану центрне пуçтарăннисене ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г.Фомин, инвалидсен канашĕн председателĕ А.Дружинин саламланă, пурне те вăй-хăват суннă. Уявăн тĕп пайĕ хыççăн шашка турнирне йĕркеленĕ, çавра сĕтел тавра уçă калаçу ирттернĕ.

Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне ытти ял поселенийĕсенче те чыслăн паллă тунă.

А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика