АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Грантсем çитĕнÿпе тĕревлĕç

08 декабря 2010 г.

РФ Федераци Канашĕн Физкультурăпа спорт тата Олимп юхăмне аталантарас енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвне хутшăннă май Мускавра ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ Анатолий Николаев Олимпиецсене пулăшакан фончĕн ĕç тăвакан директорĕпе Александр Катушевпа курнăçнă. Спортмин фондпа тачă çыхăну тытса ĕçлес ыйтусене сÿтсе явнă. А. Катушев республика Олимп резервĕсене хатĕрлес енĕпе ăнăçлă вăй хунине палăртнă, спорт шкулĕсем лайăх ĕçленине тĕпе хурса вĕсем валли 5 грант уйăрни çинчен пĕлтернĕ. Грантсене ачасемпе çамрăксен 2, 3, велосипедистсен 7, хăвăрт утакансен 8-мĕш спорт шкулĕсем, çавăн пекех И. Солдатова ячĕллĕ шкул, ухăран тĕл пеме хăнăхтараканскер, илĕç. Грантсен кăçалхи пĕтĕмĕшле виçи 5,5 млн тенкĕ ытларах пулмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика