08 декабря 2010 г.
Çак кунсенче район прокуратурипе патшалăх пушар хуралĕн ĕçченĕсем Çĕньялти культурăпа халăх пултарулăх творчествин аталану центрĕнче пушар хăрушсăрлăх йĕркисене мĕнле пăхăннине тĕрĕс-ленĕ, хăш-пĕр çитменлĕхе тупса палăртнă.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче клубра пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен калакан инструкци, эвакуаци планĕ, асăрхаттаракан паллăсем, пушара сÿнтермелли тĕп хатĕрсем, сигнализаци пулман. Унсăр пуçне мачча çийĕпе сцена коробкине вут-кăвара чăтакан хутăшпа сапман, эвакуаци çулĕсене кирлĕ пек паллă туман.
Тĕрĕслев итогĕ хыççăн район сучĕ муниципаллă культура учрежденине çитменлĕхсене пĕтерме 90 куна ĕçлеме чарнă, ĕç вырăнĕнче пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманшăн яваплă çынна РФ административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексăн 20.4 статйин 1 па-йĕпе килĕшÿллĕн айăпланă.
Ю.ФУРАЖНИКОВ,
район прокурорĕ.