08 декабря 2010 г.
Именкасси ялĕ пысăках мар пулсан та халăхĕ питĕ ĕçчен. Вăхăтĕнче “Герой” колхозра парти комитечĕн секретарĕ пулса ĕçленĕ май, Именкассисем ял хуçалăх çулĕсене начар мар вĕçлени сисĕнетчĕ. Кунта чăн-чăн матур çынсем нумай пулнă. Акă, тĕслĕхрен В. Хохлова, Николаева сысна самăртакан, Г. Хромова, М. Фролова ĕне сăвакансем, З. Афанасьева, Ф. Исаева, Р. Цыганова, Т. Малова, Л. Кольцова, Е. Исаева, Е. Гладкова хирте ĕçлекенсем тата ыттисем те. Чылайăшĕ ĕç ветеранĕ ята илсе тивĕçлĕ канăва тухрĕç.
Самана ылмашса пынă майăн М. Иванов, О. Едифанов çемйисем ялта пĕрремĕш фермер хуçалăхне йĕркелерĕç. Çĕр ĕçĕсĕр пуçне 15-20 пуç ĕне выльăх самăртатчĕç. Пахчара купăста, помидор, хăяр çитĕнтеретчĕç, таврари халăха сутатчĕç. Асăннă культурăсене кашни каç Лена Тоня аппăшĕпе шăварма çÿретчĕ. Ирхине çынсем кĕтÿ хăваличчен шăварса пĕтеретчĕç. Елена Михайловна Именкасси клубĕнче заведующи пулса ĕçлеме пуçлани нумаях мар-ха. Апла пулин те Пикшик ял поселенийĕнчи пилĕк ялти чи таса та тирпейлĕ клубсенчен пĕри халĕ. Кунта Е. Корнилова ĕçлеме пуçланăранпа тĕрлĕрен мероприяти иртет. Çак здание хăпартса лартса ĕçе янăранпа та çакăн пек тирпей-илем пулман. Çавăнпа та ĕçе кадр суйласа илсе вырнаçтарасси кашни ял пуçлăхĕн тивĕçĕ пулмалла. Клуб вăл–культура. Çак ĕçе те пули-пулми çынна лартни вырăнсăр.
Ĕçре çитĕнÿсем тăвасси, паллах, Ленăн çемйипе, мăшăрĕпе килĕштерсе пурăннинчен те килет. Çакă ачисене те культура енне сулăнма май парать. Акă “Звездный дождь” конкурсра вĕсем пилĕк ялти хăйсен çулхисем хушшинче пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Халĕ ял халăхĕ спектакль лартма хатĕрленет. Репетици лайăх иртсен, юнашар ялсене те кайма палăртаççĕ “артистсем”. Лена ĕçре яланах çĕннине шырать.
В. СЕЛИВАНОВ, ĕç ветеранĕ.