08 декабря 2010 г.
2010 çулхи 10 уйăхра укçа уйăрса паракан мĕн пур çăл куçсемпе усă курса 20225 тăваткал метр çурт хута кайнă. “Ялăн 2012 çулчченхи социаллă аталанăвĕ” федераллă программăна 7194,8 пин тенкĕлĕх пурнăçа кĕртнĕ. Вăл шутран çурт-йĕр условине лайăхлатма – 3555 пин тенкĕ, çамрăк специалистсемпе вĕсен çемйисене кĕтеспе ти-вĕçтерес тĕллевпе 3639,8 пин тенкĕ уйăрнă. Патшалăх пулăшăвĕпе 15 граждан тата АПК-ра, социаллă сферăра ĕçлекен 9 çамрăк специалист усă курнă.
Нумай ачаллă, пиллĕк е ытларах та пулсан, çемьесене çуртпа тивĕçтерессипе те районта аван ĕçленĕ. Сăкăт, Ишлĕ, Турхан ял поселенисен территорийĕсенче пурăнакан виçĕ çемье çурт-йĕрлĕ пулнă. Çак пÿртсене тума патшалăх пулăшса 5321,5 пин тенкĕ панă. Çавăн пекех тăлăхсене кĕтеслĕ тăвас тĕллевпе патшалăх паракан 745 пин тенке пурнăçа кĕртнĕ. Патăрьел ял поселенийĕн администрацийĕ ашшĕ-амăшĕсĕр ачасене валли икĕ пÿлĕмлĕ хваттер туяннă, килĕшÿпе социаллă найма панă.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ 2008 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă “1941–1945 çулсенчи Аслă Аттелĕх вăрçин ветеранĕсене çуртпа тивĕçтересси” Хушăвĕпе килĕшÿллĕн районти ял поселенийĕсен администрацийĕсем çурт –йĕр кирлĕ 187 ветерана тата вăрçă ветера-нĕсен мăшăрĕсене шута илнĕ. Асăннă программăпа усă курса çак категорине кĕрекен 148 граждана пÿрт тума е туянма социаллă тÿлев свидетельствине панă.
Чăваш Республикин Президенчĕ 2002 çулхи пуш уйă-хĕнче кăларнă “Чăваш Республикинчи çамрăк граждансене паракан патшалăх пулăшăвне вăйлатасси çинчен” Хушăвĕпе килĕшÿллĕн 5 свидетельство, 1953,6 пин тенкĕлĕх, тивнĕ.
О. ПАВЛОВА.